Сувар

Урăлăх çулӗ вăл – пурнăç çулӗ

Йăла тăрăх, православи чиркӗвӗсенче сентябрӗн 11-мӗшӗнче урăх эрех ӗçместӗп тесе тупа тăваççӗ. Православире урăлăх пирки тупа тумалли кун тата та пур – майăн 18-мӗшӗ. Çак кун «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн «Неупиваемая Чаша» турăшне асăнаççӗ.

«Ӗçерӗннӗ», «Хăтăлнă», «Баккăва кайнă», «Салтака кайнă», «Кӳпсе лартнă»,

«Пăкă пек», «Гатовăй»... кун пек сăмах нумай çӳрет халăхра. Тавçăртăр пулӗ, ку йăлтах ӗçке ярăннисем çинчен каланисем. Халăх сăмахлăхӗ хӗрхенмесӗр питлет ӳсӗрсене, саккун та шеллесе тăмасть.

Реклама

108 çул каялла 1912 çулхи август уйăхӗнче Ӗçке ерессипе кӗрешекенсен Пӗтӗм Раççейри пӗрремӗш съезчӗ пухăннă. Унта урăлăх кунне паллă тума йышăннă – сентябрӗн 11-мӗшӗ – Иоан Предтечи... Паян çак куна çӗнӗрен Раççейре, Белоруссире, Украинăра чӗртеççӗ. Революциччен Раççейре 3000 яхăн урăлăх обществи хисепленнӗ, вӗсем 500 пин ӗçмен çынна пӗрлештернӗ.
Йăла тăрăх, православи чиркӗвӗсенче сентябрӗн 11-мӗшӗнче урăх эрех ӗçместӗп тесе тупа тăваççӗ. Православи тӗнӗнче урăлăх пирки тупа тумалли кун тата та пур – майăн 18-мӗшӗ. Çак кун «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн «Неупиваемая Чаша» турăшне асăнаççӗ.

Мӗн вăл урăлăх тупи? Кӗскен каласан, этем ӳлӗмрен ӗçмессе шантарни тата çын урă çул çине хăй ирӗкӗпе тăма Турăран пулăшу ыйтни. Урăлăх тупин тивӗçӗ – çыннăн пурнăçӗнчи кăмăл-сипет тыткăчи пулса тăрса наркотикран, эрехрен, пирусран, игроманирен, намăссăр сăмах калассинчен асăрхантарасси. Этемӗн сиенлӗ хăнăхăвӗсем биологипе, психологипе, социологипе, ăс-тăнпа çыхăннă. Медицина витӗмӗпе кăна вӗсенчен хăтăлма çук. Çавăнпа чиркӳ пулăшма тăрăшать те ку ӗçре. Тухтăрсемпе пӗрле тӗн çыннисем этемре шанчăк чӗртме, сиенлӗ йăласем патне туртăнассине чакарма, эрехе хирӗç тăракан шалти вăйне çирӗплетме тăрăшаççӗ. Çыннăн тивӗçӗ – лайăх пурăнасси, ырă тăвасси. Сиенлӗ йăласемпе хăнăхусем унăн ăс-тăнне аркатаççӗ, сывлăх тӗлӗшӗнчен те хавшатаççӗ. Урăлăх çулӗ вăл – пурнăç çулӗ.

Владислав ЮФЕРОВ, Хусанти «Трезвение» обществăн ертӳçи.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: