Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

ВӖÇЕÇ ХУРСЕМ ДОНБАСА

Ренат ХАРИС Тутарстан халăх поэчӗ, Раççей Федерацийӗн Патшалăх, Тутарстанăн Г.Тукай ячӗллӗ Патшалăх, Муса Джалиль, Расул Гамзатов (Дагестан), Фатих Карим (Пушкăртстан Республики), Çеçпӗл Мишши (Чăваш Ен) премийӗсен лауреачӗ. Тутар, вырăс, белорус, пушкăрт, чăваш, акăлчан чӗлхисемпе кăларнă 60 ытла кӗнеке авторӗ... Унăн уйрăм хайлавӗсене Раççей, СНГ тата чикӗ леш енчи ытти çӗршывсенчи халăхсен чӗлхисемпе пичетленнӗ. Хусанта пурăнать.

ВӖÇЕÇ ХУРСЕМ ДОНБАСА

Поэма

Вӗçеç хурсем, вӗçеç хурсем,

Вӗçеç хурсем Донбаса...

«Шахта» тутар халăх юрринчен.

1                       

Радиопа нумай хутчен

Эп çак юрра илтетӗп,

Хур Донбаса вӗçни çинчен,

Хампа хамах пуплетӗп.

 

Куççульсене хăйса шăлма:

«...Вӗçеç хурсем Донбаса»,

Эп те шутлап пӗрле кайма,

Çав хурсенчен юлмасăр...

 

Анчах экранӗ пӗлтерет:

Ирпе каçчен, канмасăр,

Донбас çӗрне-мӗн пӗтерет

Фашист ниме пăхмасăр.

 

Хула та ял ишӗлчӗкре –

Хӗвел тӗсне çухатрӗ,   

Е кӗрслетет умра етре,

Е çулăмӗ ялкашрӗ...

 

Ӗлӗкхи пек савма чунтан

Шахта, тен, пултарайăп?

Хăрушă пурăнма кунта

Камра çакăншăн айăп?

 

Анчах пур шанăç, Донбаса

Каллех килет тасалăх.

Каллех çиçейӗç хаваспа,

Хула та пӗтӗм халăх.

 

Донбасс çынни, телей тупса

Тавру вутне хыптарӗ.

Пур тăшмана та аркатса

Тăван çӗре хăтарӗ...

 

2

Донбасс – асамлă çӗр квапи –  

Пурне те уçă алăк.

Сăвăçă Даули Наби –

Унта пурăннă авăк.

 

Час-час Донбасс çинчен юрра

Юрлаттăмăр, пӗлсемӗр.

«Хурсем вӗçеççӗ кăнтăра,

Мана пӗрле илсемӗр».  

 

«Пит чаплă юрă хывнă, шеп,

Мухтавлă халăх мар-и»?

«Чăннипеле вӗт хывнă эп, –

Тесе Наби каларӗ. –

 

Ӗçленӗ пуçăм ун чухне, 

Çыраттăм питӗ çăмăл.    

Юрату кӗчӗ чӗрене,

Улшăнчӗ пӗтӗм кăмăл».

 

Сывларӗ ассăн Даули,

Пӗр тӗлсӗр утăмларӗ,

Шухăшӗнче-тӗр ун çулне  

Тăван Донбасс хупларӗ.

 

Шăхăрчӗç юнашар çулсем,    

Çил-тăманла вӗçтерчӗç...  

Вӗçеç хурсем, вӗçеç хурсем,  

Донбасс çӗрне çитерчӗç. 

 

3

Царицынта (çав çулсенче 

Вăл Сталинград пулман-ха)     

Даули тăлăх çуртӗнче    

Ăс-тăн мулне пуçтарнă.

                             

Мăн сăвăçа тухассинчен

Аяккарах-ха пулнă.  

Анчах та ăслă пуçӗнче,  

Талант кăварӗ çуннă.

 

Вăйăсемпе кăсăкланман,  

Такмаксем ăсталаса.

Тӗлӗкӗнче те шутламан  

Вăрçăпа тӗл пуласса

 

Концлагере вăл каярах,

Кӗнекинче сăнланă.    

Тыткăнрине уçса ярах,

Терт кунсене çутатнă...  

 

Асрах, сивӗсенче тахçан

Çăлнă кăмрăк пӗр хут мар.     

Донбасс чӗнсе йăлт пуçтарсан,

Шахтăра юхтарнă тар.

 

«Унта укçа кӗреçепе,

Çителӗклӗ хырмалăх, 

Кайсан, туслашăн телейпе», –

Тесе шутланă халăх.

 

Пӗррехинче Галиулла, 

Хур савăлне ăмсаннă.     

Пăрахнă та çуртне, яла,  

Донбасалла ăсаннă. 

 

Разияна, юлсан пӗччен,    

Пуснă тунсăх – чунилли.  

Çырмашкăн сăвă –  Набирен,

Вăл ыйтать чӗри валли.  

 

Ыйту, чунра шăратăнса,      

Çӗн йӗркесем çуратнă.   

Наби, хӗмпе çунатланса,

«Шедевр» калăпланă.

 

Юратăвне шала хупса,      

Хӗр кӗтессе пытаннă.   

Сăвва кӗлӗ пек вуласа  

Куççульлине юхтарнă:  

 

«Донбаса хурсем вӗçеççӗ,      

Виç кӗтеслӗ савăлла 

Телейсем умра кӗтеççӗ,

 Вӗсемпе – шав малалла

 

Вӗрентекен ачисене, 

Шкулне, килне хăварнă.      

Разия савни патне,   

Шахтер çӗрне ăсаннă...  

 

4

Наби те нумаях тăман

Шăпа тытма хăтланнă –

Çулне тупса хальччен курман

Çӗре çитме шутланă.

 

Ăста хăй пулнине туйса –   

Çӗн сăвăсем çырмашкăн,  

Хур хыççăн кайнă вăл тухса     

Ӗç забойра тупмашкăн.

 

Донбасс çӗрне вӗçне çити,

Миçе хутчен хутланă?

Тусӗсене тупас тесе –

Хула-ялне ухтарнă.

 

Ун чух Галиулла ӗçре,   

Канăçлăхне шыранă.   

Çитӗнӳсем туса пӗрре,  

Стаханова ăмсаннă. 

 

Унта илсе мухтав та чап,   

Çутатнă "коногонка".  

Мăшăрӗпе – Разияпа –   

Ача та тупнă, акă. 

 

Çапла Набишӗн ку çӗрсем,

Хавхалану пуçтарнă...

Пире вара ун сăввисем –  

Паян юрра çаврăннă...   

 

5

...Çитмӗл иккӗмӗш çулта

Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗ 

Паттăр шахтерсем кунта,  

Пултаруллă, пиçӗ.  

 

Чăн хапăл Ворошиловград  

Кӗтсе илет пурне те.   

Мӗнпур тавралăх – чаплă сад,

Пуянлăхăн кӗлечӗ!     

 

Эпир те хамăр «салампа»,

Унта килсе çитсеччӗ.

Хусан парни – ачаш чунпа,  

Пур кăмăлтан сӗнсеччӗ.

 

Кашнийӗн аллинче çеçке,

Тутар ташши тӗрлетпӗр –  

Е юланут пекех сиксе,  

Е хурсем пек ишетпӗр!

 

Шур çӳçлӗ Даули – тӗнче,    

Ташлать, ăçтан хăвачӗ?   

Сикет, çунать куçӗсенче         

Ачалăхăн кăвайчӗ.        

 

Çамрăксенчен юлмасть, парать –

Ташлаççӗ тӗпӗр-тӗпӗр.

«Ытла ан сикӗр! – кăшкăрать. –

Шахтăсене ишетӗр!»

 

Кам шухăшланă ун чухне,

Чечеклӗ, мирлӗ вырăн.

Çаврăнасса вăрçă хирне –

Пире хăтартăр Турă.

 

Тавралăх тӗтӗм ăшӗнче,    

Ял-хуласем арканнă...    

Халь Даули астăвӗнче,

Ун яшлăхӗ вăраннă... 

 

6

...Донбасс ман халӗ те чунра,

Мӗн ачаран акăннă –  

Хăрушă, йывăр вăхăтра 

Атте кунта юн тăкнă.                                                       

 

...Каллех Кадиевка пӗтет,

Пур Лисичанск, пӗлетӗр,  

Ылхан вăрçи кунта çитет,

Юн юхтарать пӗр шелсӗр...  

 

Асрах-ха – сăвă вуласа

Шахтерсене паратпăр.

Чарăнайми алă çупса,

Карталанса ташлатпăр.

 

Савăнтармашкăн туссене.

 Нумай та кирлӗ мар-мӗн.

Çупаççӗ шав аллисене  

Чӗтрет Çӗр чăмăр тейӗн!                          

 

Çӗр кăмрăкӗн çӗршывӗнче,

Тутарсем те пурнаççӗ.

Тӗп вырăнта тăван чӗлхе –

Çыраççӗ те юрлаççӗ.

 

Часах ак лăпланать шăв-шав,

Çăтмахри евӗр шăплăхра.

Лăплантарать чуна чăрмав –

Горилка шывӗ пӗр çавра...  

             

Çав шавлă каçсенчен пӗрне  

Аса илетӗп уйрăмах,

Пӗлтерчӗ хăйӗн нушине

Наби абы илсе сăмах:

 

«Разияпа Галиулла

Манăн тахçанхи туссем.

Епле йӗрне-ши тупмалла?  

Пулнă çакăнта вӗсем...»  

 

Шап-шурă çӳçлӗ пӗр шахтер,    

Сăмах хушса каларӗ:        

«Кунта пур террикон, копер,  

Гали çумра пурнатчӗ. 

 

Килсессӗн нимӗç ку тӗле, 

Вӗсем пӗр шикленмесӗр,

Усранă вăрттăн еврее,          

Ним хăрама пӗлмесӗр.     

 

Галиулла тусӗсене        

Кружок уçса вӗрентнӗ.

Мускав паран хыпарсене,

Пурин патне çитернӗ.  

 

Пӗррехинче вӗсен хӗрне,

Фашисчӗ кӳрентернӗ.

Унне Разья, хута кӗрсе,   

Питне чӗрсе пӗтернӗ...

 

Çак çӗр вӗсемшӗн кил пулса,  

Ӗмӗрлӗхе юлайнă.  

Тăшман йăлмакӗ пăвăрса

Кун-çулӗсене татнă...»  

 

...Çав кун поэтăм – Даули,  

Куççуль нумай юхтарчӗ.

Ача чухне те йӗменни –

Донбасс çӗрне шăварчӗ.

 

Сăмахсăрах чăмăрӗпе,    

Усаллăн шаплаттарчӗ.

Фашист çине çил килнипе,  

Хăйне хăй лăплантарчӗ!  

 

Вăрттăнлăхне уçса пире

Иртнишӗн тунсăхларӗ,     

Разияна савни çинчен

Иртсен çулсем тунмарӗ.   

 

Вăл пулнă яш, чӗри вӗрет,

Кӗвӗçӳпе кӳленнӗ.

Юратупа ăшчик хӗсет,

Чун чӗр юнпа пӗвеннӗ...

 

...Халь ӗнтӗ чӗрӗк ӗмӗр пек

Çулпа унран эп аслă.  

Даули çук, вăл пулмӗ тек,

Ун пурнăçӗ мăнаçлă.

 

Аса илсессӗн иртнине,

Питсем куççульленеççӗ.

Донбасс каллех пуçа килет, 

Çӳлте хурсем вӗçеççӗ.  

 

Анчах тавра пăхса илсем:  

Ишӗлчӗксем курнаççӗ. 

Путăксемпе тулли çерем,  

Снарячӗсем улаççӗ...         

 

7

Донбасăм ман! Эпир пӗрле,   

Ӗмӗрлӗхе юлатăн.

Максуд мучи ман Сюндюкле  

Кунтах поэт пулайнă. 

 

«Шахта» юрра пурте пӗрле,   

Хавхаланса юрлатпăр!

Тутарстанпа Донбасс кӗрле,  

Тесе ялан калатпăр!  

 

Наби Донбасшăн çуннине,  

Халап пек астăватăп:

«Çакна эп хывнă», – тенине, 

Куççульлине куратăп.   

 

Атте çапăçнă çакăнта,

Фашистсене тылланă.

Йӗрӗсем унăн блокнота,

Сăвăланса вырнаçнă.   

 

Хади Такташ кунта темччен,  

Маннурпала чул ватнă.

Шахтер-тутарсенчен миçен     

Çӗр айӗнче пăчланнă?

 

Донбасăм ман! Савса епле       

Çапăçура хăварăп?                 

Ракета кăкăрна тӗллет –           

Ман ӳтӗме шăтарӗ

 

Вăрман, çаран, сăрт хыçӗнчен  

Чӗресенех переççӗ...

Е «Байрактар» е «Джавелин»... 

Çӗршерӗн вӗлереççӗ.

 

Куçа йӳç тӗтӗмӗ кӗрет,     

Ăшчикӗм саланать-тӗр.     

Çавах тăшман хăйех пӗтет,  

Çӗршывăма памастпăр!       

 

Ăçта пăхан – ялан вӗсем,    

Факелсемпе утаççӗ.

Усал, хăрушă вучӗсем,    

Чун витӗр çунтараççӗ.    

 

Пур сăвăсем, сӗтел çинчен,  

Шав тавăрма чӗнеççӗ.

Чунпа шанап, ним юлмиччен,

Тискерлӗхе хӗсеççӗ.      

 

Тӗп-тӗрӗс çул кӗтет пире –    

Эп хытă ӗненетӗп.      

Лăкăртатса юхать хӗвре  –     

Килес Çӗнӳ, пӗлетӗп!

 

Тăван Донбасс! Пичче эс ман,  

Штат пуçласан вăрçмашкăн,

Сармат пекех эп хатӗр хам,

Шахтран вӗçсе тухмашкăн.

 

Пилотсăрне ылмаштарма –

Пултарăп хăрамасăр.

Тӗнче тавра çавăрăнма,

Торнадăран юлмасăр.  

 

Куçсем кураççӗ инçете –       

Умри, аякрине те.

Анчах кама-ши пӗлтерес –

Мӗн курнă, мӗн курман эп?    

 

Ыратусем çине-çине –

Чӗре хавшать, пӗлетӗп.

Сăвăсенчи сăмахсене,

Çӗршывăма сӗнетӗп.

 

Малта пире, эп ӗненеп,   

Шурăмпуçсем кӗтеççӗ,

Чунри мӗнпур ыйту çине  

Хуравӗсем çитеççӗ...

 

8

...Кайăк-хурсем каллех вӗçеç,

Пирӗн пата Донбасран...

Епле хыпар илсе килеç?  

Савăнăп, чапли пулсан.

 

Савăлласа йӗрке туса,

Ертӳç хыççăн пыраççӗ.

Шыв хӗррине, йăлт ывăнсан, 

Канма хурсем лараççӗ.

 

Унтан, çисе те шыв ӗçсе,

Хăй çулӗпе килеççӗ,  

«V» cаcпаллийӗ пек вӗçсе,

Çӗнтерӗве чӗнеççӗ!..

 

...Наби абыйăн «ачине» –

«Шахта» юрра пӗлетӗп.

Пурне те паллă йӗркене, 

Кăшт улшăну кӗртетӗп.

 

Вăрçăсем, хаярлăх пӗтчӗр – 

Мура кайса чикӗнччӗр.

Çакă юрă кӗлӗ евӗр – 

Пур тӗнчене илтӗнтӗр:  

 

«Каллех вӗçеç кайăк-хурсем,

Пирӗн пата Донбасран...

Ан çухатсамăр, салтаксем,  

Вӗсен йӗрне нихăçан!»

Чăвашла Евгений ТУРХАН куçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев