Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Викторинăна хутшăнар-и?

Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗ, Йӗпреç районӗнчи уйрăмӗ тата «Тантăш» хаçат чăваш халăх поэчӗ Çемен Элкер çуралнăранпа çу уйăхӗн 1-мӗшӗнче 125 çул çитнӗ май «Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина пуçараççӗ

Çемен Элкерӗн пултарулăхӗпе ăсталăхне хакласа ирттерекен вăйă-ăмăртăва 7-11-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисене, студентсене, учительсемпе библиотека ӗçченӗсене тата ытти кăмăл тăвакансене те хутшăнма чӗнетпӗр.

Литература викторинине хутшăнакансем! Хуравланă ӗçсенче хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, мӗнле шкулта тата миçемӗш класра/курсра вӗреннине, ăçта ӗçленине туллин çырăр. Вӗренӳ е ӗç учрежденийӗн адресне чăвашла тата вырăсла çырма ан манăр. Çӗнтерӳçе тата призерсене ыйтусене тӗрӗс те туллин хуравланисенчен палăртăпăр, хутшăннисене сертификат парăпăр.

«Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина хуравӗсене çу уйăхӗн 11-мӗшӗччен çак адреспа: 428032, ЧР, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамӗ, 10 çурт е congress21@mail.ru электронлă адреспа ярса памалла. Телефон: (8352) 62-35-61; 8-917-670-18-21.

ЫЙТУСЕМ:

1. С.В.Элкер пултарулăхне хаклакансенчен пӗри: «Элкер е Ӗлкер – пӗр ушкăн çăлтăрăн чăвашла ячӗ. Урăхла ăна Ала çăлтăр теççӗ... Элкер... Чăваш хушаматлă чăваш сăвăçи. Халăх ывăлӗ... Халăх йышăннă пӗр çăлтăр. Вăл – Элкер...», – тенӗ. Кам çапла каланă-ши?

2. Çемен Элкер ачалăхӗ йывăр иртнӗ. Çапах та тӳрӗ кăмăллă ача пысăк ӗмӗтпе пурăннă. Вăл мӗн ачаран илемлӗ сăмахлăха юратнă, нумай кӗнеке вуланă, хăйӗн пӗлӗвне ӳстерме тăрăшнă. Пулас çыравçă ача чухне кам пулма ӗмӗтленнӗ?

3. С.В.Элкер пӗр хайлавра Пӗрремӗш тӗнче вăрçинче йывăр аманнине пула тыткăна лекнӗ салтак чăваш пулнишӗн вилӗмрен çăлăнса юлни, вăрçă унăн кун-çулӗнче тарăн йӗр хăварни çинчен сăнланă. Çав хайлав ятне, жанрне калăр, тӗп сăнарне аса илӗр.

4. Çемен Элкер хăйӗн эпикăллă поэмине «Хӗн-хур айӗнче» ятпа пичетлесе кăларнă. Ăна автор малтан урăхла ят панă. Поэмăн малтанхи ячӗ мӗнле пулнă-ши?

5. «Хӗн-хур айӗнче» поэмăри чи витӗмлӗ сăнарсенчен пӗри – Чакка. Поэмăра ăна:

Ку çын – хут çинче Якку ятлăскер,

Ялта чăвашла Чакка тенӗскер,

– тенӗ. Мӗншӗн çак сăнар икӗ ятпа пурăннă? Икӗ ятлă пулнин сăлтавне ăнлантарăр.

6. Çемен Элкер «Унтри» калаври тӗп сăнар сăн-сăпатне, характерне калăпланă чухне чăн пурнăçри çынна тӗпе хунă. Эсир Унтри сăнарӗн пурнăçри прототипне пӗлетӗр-и?

7. Чăваш халăх поэчӗн чи лайăх хайлавӗсенчен пӗри вăл – «Хурапа шурă» повесть. Унăн малтанхи ячӗ урăхла пулнă. Хайлавăн пирвайхи ятне калăр. Повеçре автор хăй пурнăçӗн хăш-пӗр саманчӗсене тата лайăх пӗлекен çынсене илсе юратури тасалăх çинчен тӗплӗн çырса кăтартнă. Повеçри сăнарсен прототипӗсене (пурнăçри чăн çынсене) тупса палăртăр.

8. Семен Васильевич Элкер литературăра усă курма хăйне валли темиçе ят (хушамат) та шухăшласа кăларнă. Вӗсен шучӗ вуннăран та иртет. Эсир унăн хăш хушма ячӗсене пӗлетӗр?

9. Халăх поэчӗн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче çырнă хайлавӗсенчен чи курăмли – «Вăл вилӗмсӗр» поэма. Автор поэмăра çирӗп, маттур чăваш ывăлӗ çинчен, çапăçури ун паттăрлăхӗ пирки ӗнентерӳллӗ сăнласа кăтартнă. Эсир çав паттăр ентеш командир çинчен мӗн пӗлетӗр?

10. Чăваш Енре, Шупашкарта С.В.Элкер ячӗпе хисепленекен вырăнсене тата поэтăн ырă ятне упракан ытти хисепсене палăртса тухăр. (сăнӳкерчӗк infourok.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература