Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Виталий Елтовăн калавӗ

Йăлăхтарсах çитерчӗç çак хушусем. Йӗкӗт чух диван çине тăсăлса выртаттăм та кăмăл туличчен телевизор пăхаттăм. «Çук, пăрахтармалла Сăпание хушусемпе перкелешме», – шутлатăп пӗрмай. Чăнах та, малтанлăха пурнăçласа пытăм-ха вăл хушнисене: вăрмантан виçӗ лав вӗрлӗк кӳтӗм, юпасем те хатӗрлерӗм.

ЭПӖ АРÇЫН

Калав

Йӗкӗтре çӳрес тапхăр пӗр самантрах татăлчӗ: атте-анне ӳкӗчӗпе авланса ятăм та арçынсен шутне кӗтӗм. Çамрăк мăшăра пурăнма, савăшма меллӗрех пултăр тесе атте-анне, тăвансем ниме тăва-тăва капмар çурт лартса уйăрчӗç те кăларчӗç пире тӗп çуртран. Арăмăм – кӳршӗ Сăпани – кил-çурт хуçалăхӗнче пуç пулса тăма тăрăшнине аванах сисе пуçларăм. Ир тăратăп, апат тăватăп. Сăпани çакна кăна кӗтет тейӗн – хушу хыççăн хушу тухать çăварӗнчен.
– Анкарти валли вӗрлӗксем кирлӗ. Хӗл кунӗсенче хатӗрлесен шепрех пулӗ.
– Пахчана тислӗк кăлармалла, тепӗр çул çӗрулми нимӗрӗ çиессӳ килмӗ тетӗн-и?
– Выльăхсене апат памалла. Диван еннелле ан пăх...
Йăлăхтарсах çитерчӗç çак хушусем. Йӗкӗт чух диван çине тăсăлса выртаттăм та кăмăл туличчен телевизор пăхаттăм. «Çук, пăрахтармалла Сăпание хушусемпе перкелешме», – шутлатăп пӗрмай. Чăнах та, малтанлăха пурнăçласа пытăм-ха вăл хушнисене: вăрмантан виçӗ лав вӗрлӗк кӳтӗм, юпасем те хатӗрлерӗм. Тислӗке пахчана кăларсах пытăм, кашни ир выльăхсене апат патăм.
«Чим-ха, хăй мӗн ӗçлет çак вăхăтра Сăпани?» – пырса кӗчӗ пуçа шухăш. Хуллен кӗретӗп çурта, урай сӗрет иккен, çав хушăрах кино пăхать. «Ха, тупăннă Юлий Цезарь хăраххи. Çук, ӗç вырăнӗсене улăштармалла. Анчах мӗнле майпа?»
Телевизор ӗмӗте пурнăçлама пулăшрӗ. Эпӗ те, Сăпани те «Угадай мелодию» кăларăма пăхма юрататпăр. Ертсе пыраканни юрă сăмахӗсен шухăшне ытарлăн калать те пӗр-пӗринпе тавлашма тухнисем тытăнаççӗ вара хăйсен ăсӗн çивӗчлӗхне кăтартма:
– Эпӗ, – тет пӗри, – çак юрă ятне çичӗ нотăран калама пултаратăп.
– Эпӗ улттăран! – тет тепри.
Çак меслет ман пуçа çав тери вирлӗ кӗрсе ларчӗ. Çуркунне çитрӗ те кӗреçесем йăтса пахча чавма тухрăмăр.
– Сăпани, – кăлт тӗкетӗп арăма аякӗнчен. – Эпӗ çак паçмана çичӗ кун хушшинче чавса пăрахатăп.
– Эпӗ ултă кунра, – тет юратнă мăшăрăм.
– Апла чавах эппин. Эпӗ арçын, çӗрле те сана килентерме аванах тар тăкрăм. Халь кăштах тӗлӗрсе илем-ха, – тесе ним пулман пек килелле уттартăм.
Ултă кун эпӗ телевизор курса киленетӗп. Арçын-тăр эпӗ?!

Виталий ЕЛТОВ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев