Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Владимир Левуков «КӖТМЕН ХĂНА»

Владимир Леонтьевич Левуков Аксу районне кӗрекен Кивӗ Тимушкел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Елабугăри патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ. Физика тата математика учителӗ пулса 7 çул хушши тăван ялӗнчи вăтам шкулта, Çӗнӗ Тимушкелӗнчи тулли мар шкулта ӗçленӗ. Çав вăхăтрах директорăн вӗренӳ енӗпе çумӗ пулнă. 1979 çултанпа Самар облаçӗнчи Тольятти хулинче пурăнать. 31 çул ытла кунти çăмăл машинăсем кăларакан заводра ӗçленӗ. Темиçе çул профсоюз цехкомне ертсе пынă, тӗп ӗçӗнче те бригадир пулнă. Унăн ӗçне «Ветеран Волжского автомобильного завода», «Ветеран труда» медальсемпе тата нумай Хисеп хучӗсемпе палăртнă. Çырма ачаранах тытăннă. Пӗрремӗш сăвви, «Савăнăç» ятлăскер, Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗ» хаçатра хăй 15-ре чухне пичетленнӗ. «Авăра кӗрсе юлнă шыв» (2003), «Кун илемӗ» (2004), «Пӗрре курса, ӗмӗр юратса» (2007), «Люди ударного труда» (2017), «С любовью к жизни» (2018) кӗнекисем тухнă. 2016 çул вӗçӗнче амăшӗпе Ульяна Сергеевнăпа пӗрле хайланă «Пурнăç юррисем» ятлă кăларăм кун çути курнă. В.Левуков 2009 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ. Çӗнӗ 2020 çулăн пӗрремӗш кунӗнче Владимир Леонтьевич 70 çул тултарчӗ. Ентешӗмӗре сумлă юбилейпе саламласа малашне те пултарулăхра пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу, çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр.

 
Владимир ЛЕВУКОВ
КӖТМЕН ХĂНА
калав
Килнӗ хăнан кайма пӗлес пулать,
Унсăрăн чысна çухатан.
                                             (Юрăран)
Çӗнӗ çул праçникӗ çывхарса пырать. Чăннипех çемье праçникӗ. Эпир ăна ялан килте палăртатпăр. Кăçал та йăлана кӗнӗ йӗркепе тăрăшсах хатӗрленме пуçларăмăр. Çӗнӗ çулччен вунă кун-ха, апла пулсан та шухăш-ӗмӗтсемпе пурте праçникре. Хӗрӗмсем умра тӗпӗртетсе тăраççӗ:
– Чӗрӗ чăрăш лартатпăр, капăрлататпăр. Пурте хитре маскарад костюмӗсем тăхăнатпăр, – чӗвӗлтетет пӗри.
– Сӗтел тулли апат-çимӗç хатӗрлетпӗр, эпӗ кукăльсем пӗçеретӗп, анне хуплу лартать, çапла-и, анне? – йăпăлтатать тепри, аслăраххи.
Шăп та лăп çакăн пек калаçса, ӗмӗтсемпе киленсе ларнă вăхăтра кам-тăр алăка шак-шак! шаккарӗ. Алăка яри уçса ятăмăр та... пирӗн киле йысна кӗчӗ тăчӗ.
– О! Йысна! Мӗнле çитрӗр? Аппана хирӗç тухам-ха, – тесе тăвана йăпăрт ыталарăм та урама тухас терӗм эпӗ, анчах алăк уратинчен те каçса ӗлкӗреймерӗм, йысна:
– Çитрӗмӗр-ха хуллен. Çурма çулта машина çӗмрӗлчӗ, вăхăтлăха юсакаласа аран-аран çиткелерӗмӗр. Аппу кивӗ машинăпа инçе çула тухас темерӗ, çавăнпа хама юлташа пӗр пӗлӗше лартса килтӗм, – терӗ  аякри тăван салхуллăн пуçне усса.
Чăнах та, инçетре пурăнать манăн аппа хăйӗн çемйипе, кăнтăртах, час-часах килеймест. Хальхинче те аппан вăхăчӗ пулман пулас, йысна унсăрах хăй ӗçӗсемпе çитнӗ. Йыхравсăрах инçетрен килнӗ кӗтмен хăнасене сӗтел тулли апат-çимӗçпе сăйларăм, «çуттине» те уçрăм.
Каласа хăвармалла, манăн хваттер пысăках мар, пӗр пӳлӗмлӗ çех. Унта икӗ хӗрӗмпе пурăнатăп. Асли – çитӗннӗ хӗр, институтра куçăмсăр вӗренет, суту-илӳ енӗпе ӗçлет. Кӗçӗнни те унран пӗвӗпе юласшăн мар, шкулта аслă класра вӗренет. Çавăнпа та аппасăрах хăнана килнӗ йыснана, çитменнине тата ют çынпа, питӗ хапăл пултăмăр тесен, суйни пулать. Пурпӗрех инçетрен пӗр куна кăна килменнине ăнланса, хамăрăн пӗчӗк хваттерте вӗсем валли те вырăн тупрăмăр. Хӗрӗмсем выртса тăракан кравать çине хăнасене вырнаçтартăмăр, хамăр вара дивана сарса, виçсӗмӗр те ун çинче хӗсӗнкелесе выртрăмăр. Икӗ-виçӗ кунлăха кăна епле те пулин чăтăпăр ӗнтӗ терӗмӗр.
Йысна хăйӗн чăхăмлакан машинине манăн гаража кӗртсе лартрӗ. Юрать-ха, упăшкапа уйрăлнăранпа вăл пушах.
Кирлӗ машина пайӗсене тупса ик-виç кунта юсама пулчӗ. Килнӗренпе виçӗ-тăватă кун та иртсе кайрӗ, анчах манăн йыснапа юлташӗ машинине юсама шутламаççӗ те. Йысна кашни кун пасар тăрăх çӳрет, вăл-ку мӗн хак тăнине тӗпчет, кунтипе лери хаксене танлаштарать, пуйса каяс ӗмӗтсемпе киленет:
– Сирӗн кунта веçех хаклă. Енчен те пирӗн патран панулми тиесе килсен, хаклăрах сутсан, самаях пысăк тупăш тума пулать. Кунтан вара машина валли запас пайсем илсе кайма пулать. Пирӗн патра вӗсем чылаях хаклă. Халӗ эпӗ пенсире, машинăна лайăхрах хута кӗртсе ярсан, икӗ пин çухрăма хутласси ним те мар.
Аçтăрханта пӗр укçапа илнӗ вăкăр киле çитиччен пин укçана çитнине чухламасть-шим йысна? Тытман упа тирне хӗрсех сӗвет. «Нумая ăмсанса сахалсăр тăрса ан юл», – теес килет ман ăна, анчах шарламастăп – хăйӗнне хăйех пӗлтӗр.  
Йыснапа килнӗ, пирӗншӗн вуçех те ют çын кунӗпе килте телевизор умӗнче ларать. Тӗлӗнмелле чӗмсӗр çамрăк çын, сăмах ваклама пӗртте юратмасть. Те пиртен шутсăр именет, те хăй çавнашкал каччă – путлӗ пӗлеймерӗмӗр те ун çинчен. Тӗрӗссипе, ман хӗрсем унпа интересленмен те питех. Эпир виçсӗмӗр те, нумай çул хушши килте арçын тӗсне те курманскерсем, веçех аптраса ӳкрӗмӗр: ни тăхăнма, ни хывăнма вырăн тупаймастпăр, тӗкӗр умӗнче хитреленсе тăма та именетпӗр – ăçта пăхан унта арçын куçӗ сăнаса тăнă пекех туйăнать. Çывăрма та аялти кӗпесене улăштармасăрах выртатпăр. Пӗр утăмрах арçынсем выртаççӗ-çке, вӗсен каçхи шухăшне пӗлес çук...
Ӗçме-çиме хатӗрлесе – лайăхрах сăйлас килет-çке килнӗ хăнасене – Çӗнӗ çула палăртас тесе пуçтарнă укçана веçех тустарса ятăм. Кӗтмен хăна тăкак кăна тени тӗрӗсех иккен. Ачамсем валли пӗчӗкренех вӗрентнӗ йăлапа парне илмешкӗн те укçа юлмарӗ. Пӗрремӗш хут вӗсем Çӗнӗ çул каçӗ иртсен хăйсен минтерӗ айӗнче нимӗнех те тупаймӗç.
Манăн хăнасем эрне пурăнчӗç. Унччен чăтрăм-ха, шарламарăм. Анчах шăп та лăп эрне иртсен:
– Йысна, машинуна юсаса пӗтертӗн-и ара? – тесе сас патăм хуллен кăна тăвана кӳрентерес мар тесе.
Ман йысна çухалса кайрӗ, мăк та мăк тăвать ăнман вăкăр пек.
– Çук-ха, тата кăштах юсамалли юлчӗ, кăна тупмалла, ăна туянмалла, – терӗ вăл куçне манран тартса.  
Туятăп ӗнтӗ, эрне хушшинче пӳрне те хуçлатман вăл машинине юсас тесе, аллисем канцеляринче ларакан çыннăнни пекех шап-шурă. Упăшка машинăпа аппаланнă чухне аллисене çуса яраймасăр тарăхнине хальхи пек астăватăп вӗт.
Тепӗр кун иртрӗ, каçхи апатра каллех ыйтатăп йыснаран, еплерех ӗçсем пыраççӗ тесе. Унăн каллех пӗр хурав: «Кăна тупмалла, ăна туянмалла». Ик-виç кунра машинине юсаса пӗтеретӗп текен эрне ытла «юсать» сăмахпа. «И-и-и! Капла майпа ку арçынсем тепӗр çулччен пурăнасшăн мар-ши ман патра?» – тетӗп ăшăмра. «Ăна-кăнине» йыснанне-«сыснанне» пӗртте ăнланмастăп. Маншăн пулсан хуть пуçхӗрлӗ тăратчăр машинине, анчах хăвăртрах юсаса пӗтерччӗр те туртисене килӗсем енне çавăрччăр.
– Мӗнле машина пайӗ кирлӗ вара сана? Пирӗн хулара ăçта пăхан унта «Жигули» пайӗсене сутакан лавкка та, нивушлӗ сана кирли ниçта та çук? Атя-ха пӗрле кайса килер, тен, эсӗ тупайманнине эпӗ тупса парăп, – тетӗп аптранă енне.
Тата тепӗр талăк иртрӗ.  Хамăн ыйтусемпе ытла йӳтетрӗм пулас йыснана, кăнтăрла тӗлне машинине хускатса тинех гаражран тухрӗ. Кил умне пырса лартнă машина патне пурте ăсатма тухрăмăр. Аппа валли кучченеç патăмăр, çул çине çимелли чикрӗмӗр. «Тинех хăнасем тапранса каяççӗ иккен», – тетӗп хам ăшра. Савăнăçа пытараймасăр йыснана чуптуса та илтӗм: «Чипер çитӗр, ӳпкелесе ан кайăр», – тетӗп.
Кӗрсе ларчӗç майлашăнса иккӗш те, анчах, эх, анчах, мур илесшӗ, йыснан машини «чăххăм-чăххăм» турӗ те... сӳнсе ларчӗ. Епле хускатас тесен те – хускалмасть хайхи. Йысна машинăран йăраланса тухрӗ, капотне уçса хучӗ. Пӗр енчен пырса пăхать, тепӗр енчен – шакла пуçне çӗлӗкне хывсах хыçкалать. Эпир те виçсӗмӗр ун умӗнчен каймастпăр, сивӗре шăнса каясран ташласа тăратпăр. Эпӗ техникăра нимӗн те чухламастăп пулсан та йысна машина моторӗнче аппаланнине тишкерсе пăхатăп.
– Мӗн пулчӗ машинуна, каллех çӗмрӗлчӗ-им? – тесе ыйтатăп унран шăппăн.
– Каллех карбюратор юшкăнпа тулса ларчӗ пулас, вӗрмелле пулать çӗнӗрен сӳтсе, – тарăхать йысна та.
– Хăçан вара юсаса пӗтеретӗн ăна? Паян пӗтет-и? – хуравне илтме те шикленетӗп хам.
Сехет, икӗ сехет чакаланчӗç йыснапа унăн юлташӗ машинăра, анчах пӗр усси те пулмарӗ – пӗртте хускаласшăн мар тимӗр купи.
Ăнсăртран çул çине пăхрăм та – тăкăрлăкра килнелле таврăнакан пӗлӗшӗме курах кайрăм. Алăсемпе хăлаçлансах ун хыççăн чупатăп.
– Ваççа! Ваççа! Чарăн-ха, чарăн! – тесе кăшкăратăп ăна хăваласа çитсе.
Ваççа, тепӗр касра пурăнаканскер, эпӗ сехӗрленсе чупнине кура, хăйӗн тимӗр утне чарчех, чӳречине антарчӗ те манран тӗлӗнсе ыйтрӗ:
– Мӗн пулчӗ? Пушар тухмарӗ пуль?
– Ваççа, тархасшăн, пăх-ха йыснан машинине, инçе çула тухмалли çынсем ăна ниепле те хускатаймаççӗ, – тетӗп макăрас пек.
– Каçар та, тăванăм, манăн пӗртте вăхăт çук, килте кӗтеççӗ, – тет Ваççа машинине тапратма хатӗрленсе.
Мӗн тумалла, епле те пулин ку çынна явăçтарасчӗ йыснан машинине юсама, хам та сисмерӗм, куççуль шăпăртатса анчӗ питӗм тăрăх.
– Ваççа, Турă пул, тархасшăн, пулăшсам пире. Эсӗ техникăна питӗ аван чухлатăн вӗт-ха, маçтăр, пăхса ил-ха хăвăн çивӗч куçупа, тен, саншăн пӗр минутлăх кăна ӗçӗ те, – тилмӗретӗп хистесех.
Ваççан чунне хускатрăм пулас е мухтани пит кăмăлне кайрӗ – хыпаланмасăр анчӗ хăйӗн тимӗр урхамахӗ çинчен, çур сехете яхăн тӗрмешрӗ йыснан машининче.
– Лар руль умне, халь хускалма тивӗçлӗ, – терӗ тулли кăмăлпа маçтăр.
Чăнах та, кӗр-кӗр ӗçлесе кайрӗ йыснан машини, анчах та... нумайлăха мар. Ваççа аллине те тасатса ӗлкӗреймерӗ, каллех сӳнсе ларчӗ ăнман техника. Хальхинче Ваççана та ăнланмалла мар пулчӗ сӳннин сăлтавӗ, ӳпне кӗрсе ӳксе тăрăшрӗ вăл. Маçтăр ятне ярса намăсланас килмест-çке çынсем умӗнче – йыснан машинин карбюраторне тепӗр хут сӳтме тытăнчӗ вăл.
– Ваççа, хăвăн машинупа прицепа илсе туртмалла мар-и, тен, çапла хускалӗ?
Эпӗ каланине Ваççа хăлхине те чикмест: çаплах сӳтет, вăркăштарать насуспа, пуçтарать мӗн-тӗр.
– Ваççа, пăяв илсе тухса сӗтӗрмелле мар-и? – тетӗп каллех ун куçӗнчен пăхса.
Мӗн сӳтнине пуçтарчӗ, анчах ...ниепле те хускалмасть. Тарăхнипе Ваççа тинех:
–Пар пăявна!!! – кăшкăрчӗ çиллессӗн.
Эпӗ йăпăр-япăр киле чупса кӗрсе вӗрен илсе тухрăм. Асфальт çине тухсан çӗр метр та сӗтӗрмерӗ пуль Ваççа, тинех йыснан машини пăравус пек мӗкӗрсе ячӗ.
Алă сулсах: «Чипер çитӗр, çитсенех хыпарлăр», – тесе ăсатрăмăр йыснапа юлташне. Ваççана аслă çул çине тухичченех хăнасене ăсатса яма хушрăм, парăмра юлмăп терӗм.
Икӗ кун чӳрече умне чупрăмăр, кашни иртен-каян машина сассипе йысна килсе ларнă пекех туйăнчӗ.
Ӳкӗнтӗм те тăвана çапла хистесех кăларса янăшăн юсанă-юсаман машинипе. Çитӗç-ши йӗркеллӗ, çак сивӗ çанталăкра каллех çӗмрӗлсе ларса çул çинче шăнса вилмӗç-ши тесе питӗ хуйхăртăм, мӗн шăнкăравличчен чӗре вырăнта пулмарӗ. Тӗрӗс-тӗкел çитнине пӗлсен виçӗ хутчен: «Турра шӗкӗр!» – тесе сăхсăхрăм.
Çӗнӗ çул та çитрӗ, хаваслансах пурте сӗтел хушшине кӗрсе лартăмăр.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев