Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Владимир Степанов Хĕр пĕркенчĕкĕ Мистикăлла калав

Çывăрма выртас умĕн лăпкă çанталăкпа кăштах киленсе илес тесе балкон çине тухса тăтăм. Ыран – шăматкун, ирех вăранмалла мар, ниçта та васкас çук. Каçхи хула хунар çутисен шăрçи-тенкине çакнă, çӳллĕ çуртсен куçĕсем çутăпа тулнă. Темĕн пысăкăш сарă уйăх пĕлĕтелле кармашать. Тӳлек те лăпкă ăшă каç тăрать – юрăри пекех. Хура тӳпере темĕнле ăнланмалла мар мĕлке палăрма пуçланине асăрхарăм сасартăк. Тата мĕн амакĕ куçа курăнать?

Мĕлке шалтан сăрхăнакан шупка çутăпа тулчĕ те – эпĕ пĕлĕтрен анакан темĕн пысăкăш кайăка уйăрса илтĕм. Тăрна ку! Ăнлантăм: чĕрĕ кайăк мар çак, мираж çеç – куç ултавĕ. Вĕçен кайăк çакнашкал пулма пултараймасть. Тăрнан çут мĕлки балкон патĕнчен темиçе хутччен явăнса илчĕ, акă ман çумранах иртрĕ вăл – мĕн пысăкăш хăй, çунаттисем балкон сарлакăш, сахалтан та виçĕ хăлаç! Мана куçранах пăхса вĕçсе пычĕ тĕлĕнтермĕш кайăк, ырă сунса тинкернĕнех туйăнса кайрĕ. Куç ултавĕ мар ку, эпĕ чăнласах темĕскере куратăп.

Çĕрлехи тӳпе çуратнă пулма пултарайман мĕлке мана пĕрре те хăратмарĕ. Мĕншĕн пĕр пĕрчĕ те шикленме пĕлменрен хамран хам тĕлĕнсе тăтăм. Юмах-халапри кайăк чăн чĕрĕлсе тăни ăс-тăна шалкăм çаптарса пăрахмалла, эпĕ вара ним пулман пек тĕлĕнтермĕш кайăкпа, каçхи хула кĕтречĕпе киленетĕп. Мĕнле йышширех паттăр хĕрарăм иккен эпĕ! Çут сывлăшран тĕртсе тунă пек курăнакан тăрнана мансăр пуçне тек никам та асăрхамарĕ пулас: çынсем кăшкăрашни илтĕнмерĕ. Машина сасси çеç урам тулли сĕрлет.

Асамлă кайăкăн тĕк пĕрчи ман патах вĕçсе анчĕ. Алла тăсрăм та – ăçтан çакнашкал хăюлăх тупăнчĕ? – çутă мамăк ал тупанĕ çинех пырса выртрĕ. Хуллен вĕртĕм те – вăл сывлăшра сĕврĕлсе çухалчĕ. Çут тĕтре тăрна та çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ, тӳпере ирĕлчĕ, ним палăрми-çуталми пулса та тăчĕ. Эпĕ вара ним курман та ним пулман пек пӳлĕме кĕтĕм те, балкона хупрăм та, пĕр шухăшсăр, тулли канăçпа çывăрма выртрăм. Хам çакнашкал хăюллă хĕрарăм пулнине паян кунччен те пĕлмен эпĕ...

Таçта ăс-тăн тĕпĕнче-кĕтессинче шухăш-тĕшмĕртӳ хускалса илчĕ. Халăх сăмахлăхне ĕненес пулсан, леш тĕнчери этемсен чунĕсем пирĕн пата, çут тĕнчене, тăрна пулса килсе каяççĕ тет. Çавăнпа çак вĕçен кайăксене тивме хушман. Тăрна тытнă çын питĕ пысăк çылăха кĕрсе ӳкет тет.

Унччен-авал çынсем пурнăçа, тĕнче тытăмне мĕнле курнине анне ялан каласа тĕлĕнтеретчĕ мана Тем те пĕлетчĕ вăл. Çавăнпа ялта ăна юмăç карчăкĕ тесе ĕненетчĕç. Аннен хĕрĕх кунне асăннă чух пиртен кил урлă пурăнакан Сăпани аппа мана вăрттăн, ыттисем ан илччĕр тесе ĕнтĕ, тĕлĕнмелле ĕç-пуç çинчен каласа панăччĕ. Аннеçĕм юмăçа чăнах та пĕлнĕ тесе хам та шутлама тытăнтăм çакăн хыççăн.

Сăпани аппана вупăр асаплантарма тытăннă тет. Темиçе каç ĕретлĕн çыврайман вăл: кăшт сĕнк пулсанах вупăр карчăк çитсе тăратчĕ те пăвма тытăнатчĕ тет. Ман анне асăрханă Сăпани аппапа тем пулса иртнине. Ыйтса пĕлнĕ унран йăлтах.

«Аннӳ каçпа пирĕн пата каçрĕ те ман вырăнпа юнашар тенкел çине пырса ларчĕ. Мана лăпланма, çывăрма хушрĕ. Çумра çын пур чух чун лаштах кайрĕ, темиçе каç йĕркеллĕ куç хупманран тем вăхăтра ыйха путрăм. Çавăн чухне пĕлтĕм те чăваш юмăç карчăкĕ мĕнлерех хăватлă юм-этем пулнине. Килчĕ каллех ман пата вупăр. Ман умра курăнчĕ кăна – пӳртре тем çуталса илчĕ. Çурт ăшчикĕ пысăкланса кайрĕ: мачча тем çӳллĕш, пӳрт чӳречисем патне çитме сахалтан та вунă утăм! Шур лаша утланнă аннӳ куç туллин тухса тăчĕ çавăн чух. Вăл шурă кĕске халат, шурă шăлавар, шурă атă тăхăннă. Пуçĕнче шĕвĕр тăрăллă шурă калпак. Хĕç çакнă, аллинче çап-çутă саламат. Вупăр карчăка шурă урхамах малти урипе мĕнле тапрĕ – усал урайне сирпĕнсе те ӳкрĕ. Аннӳ ут çинчен сиксе анчĕ те ура çине тăнă вупăра саламачĕпе тăсса çапрĕ. Пушши вара хĕç пек касса

çурчĕ усала, вупăр карчăка çурмалла татрĕ. Тахăш самантра таçта кайса кĕчĕ хăрушă та ирсĕр япала. Аннӳ вара мана ирччен çывăрма хушрĕ, çакă пĕтĕмпех тĕлĕк кăна иккене каларĕ. Ыйхăра мĕн курнине çынсене пĕлтерме хушмарĕ. Ирпе вăрантăм та хам та чухлаймарăм: те тĕлĕк куртăм, те чăнласах пулса иртрĕ усалпа юмăç тытăçăвĕ? Унтанпа тек вупăр пусман мана. Паян сана çак ĕç-пуç çинчен сана пĕлтерсе çылăха кĕместĕп пуль ĕнтĕ. Аннӳне чунтан хисеплесе, чĕререн хурланса сана каласа паратăп», – тесе питĕ тĕлĕнтернĕччĕ Сăпани аппа аннен хĕрĕх кунне асăннă чухне.

Анненех хунă пуль хам. Авă асамлă кайăкран, тĕлĕнтермĕш тăрнаран пĕр пĕрчĕ те хăрамарăм, выртсан пĕр шиксĕр çывăрса кайрăм. Тĕлĕкре вара Юля хĕрĕме куртăм. Вăл çитĕннĕ ĕнтĕ, пĕве кĕнĕ, мĕнлерех йышши чиперук пулса тăнă. Тĕпренчĕкĕм шурă кĕпепе, вăрăм çӳçне хитрен çивĕтленĕ-тирпейленĕ. Ман çине йăл кулса пăхса илчĕ, анчах тепĕр самантранах сăнĕ салхулланчĕ. «Анне, манăн хĕр пĕркенчĕкĕ çук. Фатасăр качча тухаймастăп. Качча кайсан тин тивлет килет», – вăтаннăн-именнĕн пĕлтерчĕ вăл. Хĕрĕмĕн куçĕ шывланчĕ, куççулĕ юхса анчĕ. «Эсир ыран аттепе пĕрле хĕр пĕркенчĕкне илĕр те кукамайсен ялĕ еннелле кайăр. Фатапа мĕн тумаллине хăвăрах куратăр. Тархасшăн ман сăмаха итлĕр», – терĕ те Юля куç умĕнчен çухалчĕ.

Шарт сиксе вăранса кайрăм та телефона ярса тытрăм. Нумаях пулмасть урамра Тольăна тĕл пулнăччĕ. Унчченхи мăшăрăма халь таранччен шăнкăравлама шутламан та эпĕ. Телефон номерне те ытахаль çеç çырса хутăм ун чухне, калаçăва часрах вĕçлес тесе ĕнтĕ. Тем каласан та эпир пĕр-пĕриншĕн ют çын, синкер хыççăн сыпăнмарĕ пирĕн пурнăç. Уйрăлтăмăр. Хамăр та кăмăл çаврăнмалла тăрăшмарăмăр, çине тăмарăмăр çав. Паянхи куçпа пăхсан – çемье арканнин айăпĕ ытларах манра пуль…

Леш тĕнчери Юльăшăн вара чăнлăх урăхла: унăн ашшĕ те, амăшĕ халĕ те пĕрле пурăнаççĕ. Хĕрĕмĕр Тольăпа иксĕмĕре паян кунччен те мăшăр çунат çемье пек йышăнать. «Эсир ыран аттепе пĕрле хĕр пĕркенчĕкне илĕр те…» – каллех илтĕнсе кайрĕç унăн сăмахĕсем…

Мĕнле манса кайнă?! Пуçран мĕнле тухса ӳкме пултарнă?! Ыран пирĕн тĕпренчĕкĕн çуралнă кунĕ! Пурăннă пулсан çирĕм тултаратчĕ Юля…

Ăна та хам çирĕмре чух çуратрăм. Качча ир тухрăм эпĕ, вунтăххăра кайсанах Тольăпа пĕрлешрĕм. Юлташăн çуралнă кунĕнче паллашрăмăр та – юрату тĕнчине лекрĕмĕр. Илем хуçаланать çак асмлă тĕнчере. Кайăксем те кунта этем чĕлхипе калаçаççĕ. Чĕвĕлти юрăçăсем хурт-кăпшанкă таврашĕ тытмаççĕ, ирхи сывлăм шывьпе пурăнаççĕ. Пысăккисем, ăмăрткайăк пеккисем, пĕрре те çăткăнсем мар, вĕсем – çӳл тӳпере явăнса-çаврăнса пĕлĕт ушкăнĕсене пăхса çӳрекен кĕтӳçсем. Ку тĕнчере этем те вĕçме пултарать – кăмăл çеç пултăр, куç хупса иличчен чунра телей çуначĕсем ӳссе лараççĕ. Чечексем те кунта этем чĕлхине ăнланаççĕ, юратăва мухтаса çемĕсем кĕвĕлеççĕ. Асамат кĕперĕ нихăçан та сӳнмест юрату тĕнчин тӳпинче.

Юля хĕрĕмĕр çут тĕнчене килсен пирĕн çемйере телей тулса тăкăнмах пуçларĕ. Вăхăт та, кун-çĕр те юмахри пек çаврăнчĕç. Куç хупса иличчен Юля вуннă тултарчĕ. Çанталăк питĕ шăрăх тăратчĕ çав çул. Хĕрĕмĕрĕн çуралнă кунне эрне вĕçĕнче паллă тăвас терĕмĕр, унăн юлташĕсене кафере пуçтарса хаваслă уяв ирттерме тĕв тытрăмăр. Шăп çуралнă кун вара виçсĕмĕр кăна ĕç хыççăн сĕтел хушшине ларса пылак çимĕçпе сăйланма шутларăмăр. Толя манпа канашламасăрах Юля валли хаклă чулпа капăрлатнă ылтăн çĕрĕ, ылтăн вăчăра тата кĕмĕл сулă илнĕ те парнесене кăнтăрлах кайса панă. Илемчĕксене тусĕсене кăтартма Юля çут эрешсене çакнă-тăхăннă та урама тухнă, кайран хĕрачасем пĕрле шыва кĕме кайнă. Ним татки çук тӳпене таçтан муртан шĕвĕ те пĕчĕк çумăр пĕлĕчĕ сиксе тухнă, пур-çук хевтине пуçтарса пĕр-икĕ хутчен аслати кĕрлеттермелĕх хăват та тупнă. Шывра çуйхăшакан хĕрачасен пуç тăрнех татăлса аннă çиçĕм сăнни. Юльăна аçа çапнă, ытти юлташĕсене вара нимĕн те пулман.

Синкерĕшĕн Тольăна айăпларăм эпĕ. Енчен те вăл кĕмĕл сулă, ылтăн çĕрĕ, вăчăра парнелемен пулсан Юльăпа нимĕн те сиксе тухмастчĕ: хĕрĕмĕр çинчи эреш металл çиçĕме хăй патне туртса илнĕ тесе ĕненсе лартрăм. Физика саккунĕ ку. Çак шухăш-ĕненӳ чуна-

чĕрене пăр савăл пек хирĕнсе кĕрсе ларчĕ те чĕрене витĕр шăнтрĕ. Каçарма пултараймарăм эпĕ Тольăна: мĕн амакран кăнтăрла килсе панă вăл парнисене, ĕç хыççăн киле таврăнсан сĕтел хушшине ларсан савăнтарма пулман-и Юльăна?

Хĕрĕмĕре ялта пурăннă кукамăшĕ питĕ юратачĕ. Анне çумне, яла кайса пытартăмăр Юльăна… Пăхса тăтăр леш тĕнчере мăнукне терĕмĕр. Хамăр вара, Тольăпа иксĕмĕр, кунран-кун пĕр-пĕрне ют пулса пытăмăр, юлашкинчен сăмах чĕнме те пăрахрăмăр. Уйрăлтăмăр вара… Толя юнашар хулана куçса кайрĕ. Тепĕр çултан эпĕ качча тухрăм, пĕччен пурнăç – пурнăç мар çав. Анчах телей кайăкĕ мана пач паллами пулнă-мĕн: пурнăçăн тепĕр çаврăмĕн çĕнĕ кустăрми нумай чупаймарĕ, часах арканчĕ. Иккĕмĕш упăшкан – пылак чĕлхе-çăварлă Викентийĕн – чунĕ юрату вучĕсĕр пурнаймастчĕ, хĕрарăм тесен вăл вакка сикме те, вутта кĕме те хатĕрччĕ. Юлашкинчен мăнтарăн Дон Жуан «чăн-чăн пирĕштие» тĕл пулчĕ – хăрушла пысăк, çут тĕнчере халиччен пулман юрату серепине лекрĕ те çунса кайрĕ. Мĕн пĕве кĕнеренпе шыранă та аранах тупăннă хĕрарăм идеалĕ, илемлĕх эталонĕ патне тухса вĕçтерчĕ манăн Викентий, сисмерĕ те – «чăн-чăн пирĕштин» пушмакĕн шĕвĕр кĕллине тирĕнсе ларнă ăман пулчĕ те тăчĕ. Ăмăрткайăк пек çӳлте вĕçсе çӳрекен арçын тахăш самантра хир мулкачи пек сиккелекен этеме тухрĕ.

Манăн пурнăçран яланлăхах çухалчĕ Викентий. Темиçе уйăх каялла вара урамра Тольăна тĕл пултăм. Вăл Шупашкара каялла таврăннă. Хваттер туяннă пулсан та халĕ те пĕчченех пурăнать: хĕрарăмсем пулкаланă, анчах хут уйăрттарса авланман. Хам пекех ĕнтĕ. Çавăн чухне телефон номерĕсене панăччĕ пĕр-пĕрне. Турра шĕкĕр, пĕрремĕш упăшкан телефонне çырса хутăм çавăн чух, чаплă кĕсре пек пуçа каçăртса кутăнлашса тăмарăм.

Толя телефона тӳрех тытрĕ. Çывăрман пулмалла вăл. Сывлăх сунмасăрах калаçма тытăнтăм унпа. Мĕнле тĕлĕк курнине, Юля пиртен хĕр пĕркенчĕкĕ ыйтнине ĕсĕкле-ĕсĕкле пĕлтертĕм. Толя нимĕн те тĕлĕнмерĕ, Юля та тĕлĕкре ун патне те пынине, фата илме ыйтине каларĕ.

Ирхине Толя ман пата килчĕ. Вăл çитнĕ çĕре эпĕ пуçтарăнса ларнăччĕ те ĕнтĕ. Çывăхри туй салонĕнчен пуçлар шырава тесе килĕшрĕмĕр те çула тухрăмăр. Манăн унчченхи мăшăрăм машинăпа питĕ ăста çӳрет. Паян вара вăл хăйне руль умне пуçласа ларнă пекех тыткалать. Хам та вырăнта мар: кĕçĕрхи каç иксĕмĕр те пĕрешкел тĕлĕк курнă. Кун пекки те пулать-и пурнăçра?

Туй салонне кĕтĕмĕр те хĕр пĕркенчĕкĕсене пăхма тытăнтăмăр. Нумай суйламарăмăр, «Джульетта» текен модель куç тĕлне лексен иксĕмĕр те ăнлантăмăр: акă вăл – пире кирлĕ фата. Пĕркенчĕке туянтăмăр та çула малалла тăсрăмăр. Хуларан тухсан ытла инçе те каймарăмăр – çул хĕрĕсленĕвĕ патне грузовикпа икĕ çăмăл машина çывхарнине куртăмăр. Эпир М7 федераллă трасса çинче пулсан йĕри-тавра автомобиль явăначчĕ ĕнтĕ, ку шоссе пушах темелле. Çул хĕрĕсленĕвĕнче кĕтсе илтĕмĕр пĕчĕк колоннăна. Кусем пире кирлĕ çынсем пулнине ăнлантăмăр ĕнтĕ эпир, анчах хĕр пĕркенчĕкĕпе мĕн тумаллине чухлаймарăмăр-ха. Пире тĕл пулнă машинăсем те чарăнчĕç. Эпир фатана илтĕмĕр те Тольăпа иксĕмĕр вĕсем патне утрăмăр. Машинăсенчен тухнă çынсем пире сывлăх сунчĕç, «хĕрӳ точкăра» пуç хунă салтак ӳтне яла илсе кайнине каларĕç.

Тольăпа иксĕмĕр тӳрех тăнкарса илтĕмĕр Юля тĕлĕкре мĕн каласшăн пулнине. Хуйха путнă çынсем те эпир вĕсене ахальтен тĕл пулманнине туйрĕç. Пĕр сăмах чĕнмесĕр пурте грузовик патне утрăмăр. Машина бортне уçрĕç те эпир цинк тупăк çине фатана хутăмăр. Никам та хирĕç пулмарĕ. Салтака пытарнă чухне хĕр пĕркенчĕкне тупăк çинех хурса яма каларăмăр хамăр. «Хĕрӳ точкăра» вилнĕ йĕкĕт Виктор ятлă иккен. Ăна асăннă чух ĕçмелли-çимеллине мĕнле ятлă хĕр ячĕпе хывмаллине ыйтса пĕлчĕç çынсем. Паттăррăн пуç хунă йĕкĕтĕн хĕрĕх кунне асăнма эпир те Викторсен килне пыма калаçса татăлтăмăр та уйрăлтăмăр. Хурлăхлă кортеж хăй çулĕпе хускалчĕ, эпир вара, пĕр тухнă япала, манăн тăван яла та кайса килес, масар çине кĕрсе тухса Юльăпа аннене асăнас, хаклă çыннăмăрсен вилтăприйĕсене тирпейлес терĕмĕр.

 

***

Пин-пин чечек-çеçкерен тĕртнĕ-тĕрленĕ улăх-çерем чуна-чĕрене, тăна-куçа тыткăнлать. Хаваслă хĕвелĕн ачаш шевлинче унăн асамлăхĕ-юмлăхĕ чĕрĕ сывлăшпа сывлать. Çут тĕнчен кĕтрет илемĕ леш тĕнчере те çакăн пек курăмлăн тĕкĕрленме пултарнине пач ĕненес килмест. Курăк ытла çӳллĕ мартан аванах палăракан сукмакпа вĕçнĕ пекех утатăп. Шурă кĕпепе эпĕ. Çара уран. Туятăп-сисетĕп кăна мар, ĕненетĕп те: кăштах варкăш çил тухтăр та çĕклентĕр çеç – тĕк пĕрчи пек нимĕн те мар ярăнса хăпарса каятăп. Çӳç пайăркисем çунатланчĕç те çăмăлланчĕç, мана çӳлелле йăтрĕç.

Акă умрах çавра çил пĕтĕрĕнсе явăнма пуçларĕ, ăçтан тупрĕ вăл хăй валли тусан та хăйăр? Ак тата вĕтĕ чул таткисем те таçтан сиксе тухрĕç, сывлăш тыткăнĕнче çаврăнма тытăнчĕç. Сиссе те юлаймарăм – çавра çил мана туртса та илчĕ, çăтса та ячĕ.

Çӳлелле, тӳпе вĕçсĕрлĕхне карăнакан-кармашакан кăпăшка çӳç тахăш самантра мĕн таран йывăрланса-пусăрăнса пуç çине утă лавĕ пек тиенчĕ-тирĕнчĕ. Унăн çĕклемĕ-йывăрăшĕ мана çĕр тĕпнех сĕтĕрсе антарса кайрĕ. Тăпра та хăйăр, тăм та чул витĕр алланса-сăрхăнса тухса темĕнле шупка тĕттĕм хăвăла персе антăм. Çĕр витĕр шăвăнса-шăйрăлса тухнă чух çири тум хывăнса юлчĕ.

Çурма тĕттĕмре темĕнле мĕлке, хушăран хĕлхемсемпе ялтлатса çуталса илекенскер, сывлăшра çăраланса пысăкланма тытăнчĕ. Кăшт тăрсан пĕве те вăя кĕчĕ вăл: икĕ пуçлă темĕн пысăкăш çĕлен! Пăр пек сип-сивĕ кĕлеткипе хăш самантра çавăрса-пăвса та илчĕ мана. Хытса-шăнса ним хускалми пулса тăтăм. Хăрушă çĕленĕн пуçĕсем манăн кăкăрсене сĕртĕнчĕç. Çĕр хăвăлĕн шупка сĕмлĕхне çиçĕм çиçнĕн çутатса пуçра шухăш ялтлатса илчĕ.

– Санăн чӳклемӳ мар эпĕ! Эпĕ качча тухатăп. Ман пата пыма, ман çума çыхланма ирĕк çук санăн, – кăшкăрса ятăм эпĕ. Шурă кĕпе те самантрах хамăн çинче пулчĕ тăчĕ.

Çичĕ çĕр миннин-тĕпĕн тискерĕшĕ пуçĕсене çĕклерĕ, хыçалаллла пăхрĕ – темĕскере е такама курчĕ пулас. Пирĕн пата шурă урхамах утланнă, шурă тумлă хĕрарăм тухрĕ тăчĕ. Аллине вăл ялкăшса-çиçсе тăракан сăнă тытнă. Сăн-пичĕпе çак хĕрарăм-çуйăç – каснă-лартнă манăн юратнă кукамай.

Урхамах чĕвен тăчĕ... Ман чунăма çичĕ çĕр миннин тискерĕшĕн сехри-туйăмĕ уçăлчĕ. Икĕ пуçлă çĕлен тем пек хăватлă пулсан та кĕтмен хăнана хирĕç тăраймасть. Хăрарăм-çуйăçăн вутлă сăнни ним чăрмавсăр сулмаклăн касса çурать те ӳтне – вара шалтан вут хыпса илет ăна. Айăпсăр хĕре çĕр тĕпне сĕтĕрсе аннăшăн ӳкĕнсе те илчĕ вăл. Чипер пике качча тухса ĕлкĕриччен хăйĕн тарçи тăвасшăнччĕ ăна. Таса та айăпсăр хĕрĕн кăкăрне ĕмсен икĕ пуçлă тискерĕшĕн юмлăхĕ вăйланать, вăл хăватлăран хăватлă сусă-çĕлен пулса тăрать…

Урхамах чĕвен тăчĕ, хĕрарăм-çуйăç тискерĕше вутлă сăннипе чикмерĕ, хăмсарса кăна илчĕ. Вара урхамхĕ çинчен анчĕ те усал аçтахана сăнă аврипе сулса çапрĕ. Икĕ пуçлă çĕлен таçта çити ыткăнса кайрĕ те çĕр çĕр хăвăлĕн тĕпне кĕрсе кайса куçран çухалчĕ. Шурă тумлă хĕрарăм – каснă-лартнă кукама хăй – мана çамкаран чуп туса илчĕ те урхамахне утланчĕ. Тепĕр самантран çилçунат çӳлелле тапса та сикрĕ, куçран çухалчĕ.

Çĕр хăвăлĕнче тата каллех такам пуррине туйрăм эпĕ. Ман паталла салтаксен чăпар тумне тăхăннă йĕкĕт утать, аллинче унăн – хĕр пĕркенчĕкĕ…

 

***

Кăшкăрса ятăм та – куçа уçса вăранса кайрăм. Тĕлĕк кăна иккен. Ыйхăра хамăр хĕр пек пулса çӳренĕ. Леш тĕнчере Юльăпа мĕн пулни мана тĕлĕкре курăнчĕ. Мĕн тĕлленнине аса илтĕм те – сип-сивĕ тар тапса тухрĕ. Хур шатрипе мар, пăрпа витĕнчĕ пуль ӳт. Çĕр тĕпĕнче пурăнакан икĕ пуçлă мăн çĕлен хама çавăрса ытласа илчĕ тейĕн. Аса илтĕм халăхра çӳрекен халап-юмаха… Паçăр тĕлĕкре пуçа килнĕ шухăш халĕ ăс-тăнра ялтлатса илчĕ. Сăмахлăха ĕненес пулсан, ӳт-пĕвĕпе асса пурăннă хĕрарăмсем леш тĕнчене лексен çĕр тĕпĕнче пурăнакан сусă-çĕленсен чӳклемисем пулса тăраççĕ. Качча тухмасăрах вилнĕ хĕрсем те çав аçтахасен тыткăнне лекме пултараççĕ иккен. Лешсем вара çав хĕрсен-хĕрарăмсен кăкăрне ĕмеççĕ тет, вĕсен сĕчĕпе тăранса хăватпа тулаççĕ имĕш. Çĕр тĕпĕнчи

çĕленсемпе явăçса кайсан хĕрсем-хĕрарăмсем усал сусăна та тухаççĕ тет, вупăр карчăкĕ пулса çут тĕнчене те килсе кайма пултараççĕ, вупăр пусса çӳреме тытăнаççĕ.

Пирĕн хĕрĕме леш тĕнчере çак синкер шăпа лекес çуккине кĕçĕрхи тĕлĕк кăтартрĕ мана. Юля систерчĕ апла. Леш тĕнчере качча тухрĕ иккен пирĕн тĕпренчĕк. Нумаях пулмасть куç тĕлне мистикăллă сăвă лекнине аса илех кайрăм. Петĕр Яккусенччĕ-çке вăл. Мана поэтăн юрату лирики килĕшет, çавăнпа унăн пултарулăхĕпе кăштах интересленетĕп. Ним ӳркенмесĕр шыраса тупрăм «Çавра кӳлĕ» кĕнекене, сăввине уçрăм. Унччен вуланă чух çак хайлавра нимех те асăрхаманччĕ, халĕ вара ăнлантăм та пĕлтĕм: поэт хăй куçĕпе мĕн курнине çырса кăтартнă. Нимĕн те шутласа кăларман вăл.

 

Сĕм вăрман варринче тăрăхла шур сĕтел,

Ик айккин – тăхлачсем, хăтасем…

…Ку енче – сарăях, ылтăнах та хĕвел,

Леш енче авалхи сăнарсем.

 

Пыл сăри юхнăçем тухату сăмахсем

Юхтараççĕ сĕтел хушшинче:

Эп пĕлмен сăмахсем, эп илтмен сăмахсем

Илтĕнеççĕ кунта леш енчен.

 

Хăналанăр кăна, ан чĕнсемĕр мана,

Ĕлĕкхи хăнасем, эп халех пырас çук.

Сар хĕвелĕн çути кунта çеç курăнать,

Леш енче – ун çути те, ăшши те çук.

 

Ик тĕнче чиккине уйăрасчĕ. Текех

Курас марччĕ тахçан вилнисен ĕçкине…

…Пурăнатпăр çапла, ĕмĕр вăрăм пекех.

Пĕлсе тăнă çнчех ĕмĕрсем кĕскине*.

Тепĕр хут вуларăм та сăвва – чун та, тăн та лăш пулчĕç. Тарăн ыйхă çаврăнса та çитрĕ. Тек тĕлĕк курмарăм çак каç. Ирхине çăмăллăн вăрантăм, савăк кăмăлпа ĕçе васкарăм.

Кăнăрлахи апат вăхăтĕнче лавккана тухса кĕме шутларăм. Тӳпере тулли хĕвел ытлаван кулса-çиçсе тăратчĕ, тахăш самантра сывлăш тĕтреленсе илчĕ те яра пачĕ çумăр. Хĕвел пăхса тăрать, çӳлтен шап-шурă çумăр тăкăнать. Куç хупса иличчен йĕп-йĕпе пулса тăтăм. Кас çумăрĕ çăвать.

Кас çумăрăн тепĕр ячĕ те пур: вилтуй е виле туй çумăрĕ. Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, хĕвел пăхнă чух çумăр çунă вăхăтра пулса иртет иккен вăл. Масар çинчисем, леш тĕнчерисем, хĕвеллĕ çумăр айĕнче туй тăваççĕ тет вара.

Тăратăп акă йĕпе чăх пек тротуар варринче. Çӳç-пуç тăрăх шыв юхать, пит-куç кулăпа çиçет. Апла çак самантра Юльăпа Викторăн туйĕ пуçланчĕ пулать...

Тӳперен тăкăнакан лĕп кăна шурă шыв айĕнче çумăр чарăничченех киленсе тăтăм эпĕ. Вара Тольăна шăнкăравларăм: Юльăна асăнса унăн иртсе кайнă çуралнă кунне ман патра пĕрле паллă тăвар мар-и тесе сĕнтĕм. Вăл тӳрех килĕшрĕ.

------------------

*Пирĕн чаплă поэтăмăр Петĕр Яккусен – Петр Яковлевич Яковлев – 2021 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен кайрĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев