Сувар

Новости по рубрике - ЧНКА хыпарӗсем

  • 28 марта 2018 - 09:47
    25 çул шыравра
    (Н. Кондрашкин. Н. Казаков архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Мартăн 24-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Чăваш кил-çурчӗ» наци комплексӗнче Ульяновск облаçӗнчи чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă турӗç. Аса илтеретпӗр, И.Я.Яковлев ячӗллӗ çутӗç пӗрлӗхӗн (ертӳçи И.С. Кирюшкин) тата РФ Чăваш таврапӗлӳçӗсен канашӗн (ертӳçи В.П. Станьял) пуçарăвӗпе ăна малтан филиал пек йӗркеленӗ. Филиалăн ертӳçи Николай...
  • 27 марта 2018 - 10:27
    Килсе курăр, ӳкӗнмелле пулмасть
    Апрелӗн 7-мӗшӗнче Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă тăвать. Çак ятпа «Тольятти» Культура керменӗнче уяв концерчӗ пулать. Унта вырăнти мӗнпур чăваш ансамблӗ кăна мар, хăнасем те хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. Тольятти чăвашӗсем пурне те хăнана чӗнеççӗ. «Килсе курăр, ӳкӗнмелле пулмасть!» - шантараççӗ вӗсем. Концерт кăнтăрла 12 сехет...
  • 26 марта 2018 - 13:29
    Чăваш юрă искусствишӗн çӗнӗлӗх
    (Ирина Трифонова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Шупашкарта иртнӗ эрнекун, мартăн 23-мӗшӗнче, «Кӗмӗл сасă» тӗнчери чăваш эстрада юррисен вун тăххăрмӗш фестиваль-конкурсӗ Культурăпа искусствăсен институтӗнче ирхинех пуçланчӗ. Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисенчен пурӗ 30 ытла конкурсант хутшăнчӗ. Пирӗн республикăран хутшăнакансем йышлăччӗ, çавсен шутӗнче Вера Кожеманова (Хусан), Карина Туктамышева...
  • 25 марта 2018 - 23:21
    Хура тӗтӗм хурлăхӗ
    Мӗнле хăрушă хыпар килчӗ ӗнер каçхине. Кемеровăри пӗр суту-илӳ центрӗнче пушар тухнă. Çуртран вăхăтлă тухса ӗлкӗреймесӗр нумай çын хур курнă, вилнисем те пур. Вӗсен хушшинче ачасем... Каникул вăхăтӗнче класӗпе е ашшӗ-амăшӗсемпе кинона е вăйă центрне килнӗ шкул ачисем суту-илӳ комплексӗнче нумай пулнă. Вырсарни кун ун пек комплекссенче çын уйрăмах нумай....
  • 24 марта 2018 - 15:43
    Чăваш юрă конкурсӗ е халăхсем хушшинчи фестиваль?
    Виçӗ сехете тăсăлчӗ «Кӗмӗл сасă» юрă конкурсӗн Гала-концерчӗ. Анчах та унта кăçал хутшăннă конкурсантсенчен 7-шӗ çеç хăйсен пултарулăхне кăтартрӗ. Ыттисем - массовкăра. Çак мероприятие укçа тӳлесе курма килекенсем, тен, чăваш эстрадинчи çӗнӗ ятсене ытларах курасшăнччӗ-тӗр? Çичӗ конкурсантсăр пуçне сцена çине «Кӗмӗл сасăра» иртнӗ çулсенче çӗнтернӗ çăлтăрсем «пултарулăхне» кăтартрӗç. Тӗрӗссипе каласан,...
  • 24 марта 2018 - 14:49
    Пăвсем шупашкарсене тӗлӗнтерсе хăварчӗç
    Тӗрлӗрен юрă-ташă уявӗсенче ят çӗнсе илме ӗлкӗрнӗ Пăва районӗнчи «Уяв» халăх ансамблӗ «Кӗмӗл сасă-2018» конкурс фестивальте хăна пек кăна пулчӗ пулчӗ пулсан та, сцена çине тухсан «Уявсем» халăха самай савăнтарӗç. «Тăхăрьял ташшинче» хальхинче Чăваш Киштекӗнчи Федор Петров соло кăтартрӗ. Вăл ăмăрткайăк пек хăлаçланса çаврăнчӗ Чăваш патшалăх культура институчӗн сцени çинче....
  • 24 марта 2018 - 02:15
    Шупашкарта 19-мӗш хут «Кӗмӗл сасă» иртрӗ
    Чăваш Республикинчи районсен хитре сасăллă юрлаканӗсесмӗр пуçне унта Тӗмен, Ӗпхӳ, Мурманск, Самар, Иркутск, Санкт-Петербург, Пенза тата ытти хуласенчен пурччӗ хутшăнакансем. Çапах кăçал Тутарстанра çуралса ӳснӗ хутшăнакан питӗ нумаййине палăртас килет. Пирӗн хӗрсем конкурсра тăван республикăпа унăн тӗп хулисӗр пуçне тата Самарпа Мурманск (хальхи вăхăтра унта пурăннăран) хулисенчи чăваш обществисен чысне...
  • 22 марта 2018 - 11:42
    Шевченко чăвашла хитре янăрать иккен
    Февралӗн 18-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче паллă тунă Тăван чӗлхе кунне хальхинче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Украинăн паллă поэчӗн тата художникӗн Тарас Шевченкăн пултарулăхне (пӗлтӗр Петр Хусанкая) халалланăччӗ. Вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗ поэтăн сăввисене хăйӗн тăван чӗлхи çине куçарса вуларӗ. Яланхи пекех чăваш уйрăмӗ хастар хутшăнчӗ унта, Тарас Шевченкăн сăввисене ТР...
  • 21 марта 2018 - 11:02
    Пӗтӗм чăваш диктантне çыратпăр-и?
    Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ апрелӗн 24-мӗшӗнче «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ» акци ирттернине,...
  • 20 марта 2018 - 13:15
    Чăваш Ене, чăвашсене мухтамалли конкурс
    И. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Чăваш наци конгресӗ И.Я. Яковлев патриархăн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе е Чăваш Енпе çыхăннă литературăпа кӗвӗ хайлавӗсен «Чăваш Ене мухтаса» («О тебе, моя Чувашия!») регионсен хушшинчи пӗрремӗш фестиваль-конкурсне ирттерет. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекен, 25 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççӗ. Фестиваль-конкурс февралӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 20-мӗшӗччен...
  • 19 марта 2018 - 13:18
    «Халăх шкулне» çырăнтару пуçланать
    Вырăсла-чăвашла тухса тăракан «Халăх шкулӗ - Народная школа» вӗрентӳпе методика журналне 2018 çулăн иккӗмӗш çур çулӗ валли çырăнтару апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать. Ытти регионсене те сарас шутпа журнала «Раççей Почти» Раççей прессин электронлă каталогне кӗртнӗ. Çавăнпа кăçалтан ăна Раççейӗн мӗнпур регионӗнче тата ют çӗршывсенче те çырăнма май пур. Индексӗ - 78769....
  • 16 марта 2018 - 15:00
    Паян интернетри чи паллă чăваш çуралнă
    Халăх пуласлăхӗ çинчен шухăшлакансем питӗ нумай. Мӗнле кăна çул-йӗр палăртмаççӗ, ăслайсем шутласа кăлармаççӗ. Анчах та ӗçне тăвакансем питӗ сахал. Çак сахал çынсен шутне Чăваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Лапсар каччине те кӗртмелле пулӗ. Чулхулари пӗр хаçатра програмист пулса ӗçленӗ чухнех вăл Интернета чăваш чӗлхипе тултарма, чăвашсем валли уйрăм сайт йӗркелеме тӗллев...
  • 15 марта 2018 - 13:32
    Этнографин пысăк диктанчӗ чăвашсемсӗр иртмест
    Пӗлтӗр ноябрӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ «Этнографин пысăк диктанчӗ» Пӗтӗм Раççей акцийӗнче Тутарстан 23 балл пухса Раççейре иккӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Унта пӗтӗмпе 1400 çын хутшăнса диктант çырчӗ. Паллах, лайăх кăтарту. Уйрăмах палăртма кăмăллă, этнографи диктантне йӗркелесе ирттерме республикăри чăвашсем те хастар хутшăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри - Нурлатри Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ, районти ЧНКЦ...
  • 14 марта 2018 - 06:58
    Фарида тинех Хусанта юрлӗ
    Чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май республикăра та, районсенче те нумай мероприяти иртет. Хусанти чăвашсем те апрель уйăхӗнче пӗрре мар тӗл пулӗç. Уяв мероприятийӗсен хушшинче эстрада концерчӗ те пур. Апрелӗн 13-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче (Декабристсен урамӗ,1-мӗш...
  • 13 марта 2018 - 08:41
    Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ
    Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче апрелӗн 12-22-мĕшĕсенче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртнине хыпарлать «Хыпар» хаçат. Хаçатра пичетленӗ тăрăх, программа çапларах: пĕрремĕш кунӗнче «Петипа-гала» концерт программи пулать. Ăна тĕнчипе паллă Мариус Петипа балетмейстера халалланă-мӗн. Апрелӗн 14-мĕшĕнче сцена çине иртнĕ çулхи премьера - А. Аданăн «Жизель» балечĕ - тухать. Тĕп партисенче...
Реклама