News by category - ЧНКА хыпарӗсем
-
Тюменьсем утьăкка сиктерме пӗлеççӗ-и?
Пӗтӗм Тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ умӗн Нурлат чăвашӗсем чи лайăх кукамая суйларӗç пулсан, Тюмень чăвашӗсем - асаннесене. Мартăн 9-мӗшӗнче Тюмень хулинчи «Строитель» Культура керменӗнче асаннесен хушшинче «Атьăр-ха, асаннесем!» конкурс ирттернӗ. Конкурсанткăсен унта хăйсем асанне тивӗçӗсене мӗнле пурнăçланине тăрăшсах ӗнентерме тивнӗ. Чи тутлă кукăль-пӳремеч пӗçернисӗр пуçне мăнукӗсене утьăкка сиктерме пӗлнине те кăтармалла...
-
Тутарстансен тӗп пусăмӗ çамрăксем çине
(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). ТР ЧНКА Канашĕн черетлӗ ларăвĕ паян, мартăн 10-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх çуртĕнче пулчӗ. Пухăва ЧНКА Ĕçтăвком ерÿçи Владимир Иванов ертсе пычӗ. Канаш автономин пĕлтĕрхи ĕçĕсене сÿтсе явнипе пӗрлех кăçалхи мероприятисен планне те палăртрӗ. Ĕçсем ытлашши анлă пулмасан та, хăшĕ-пĕрисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Тĕслĕхрен, çамрăксемпе ĕçлесси çине пусăм...
-
Лăпкăн çывăр, йăхташ-генерал!
Март уйăхӗн 6-мӗшӗнче Сирири Хмеймим аэродром территорийӗнче ӳкнӗ Ан - 26 çарпа транспорт самолечӗ çинче пирӗн йăхташ Владимир Вениаминович Еремеев генерал-майор та пулнине пӗлтӗмӗр. Аса илтеретпӗр, авиакатастрофăра 33 офицерпа самолетăн 6 çынран тăракан экипажӗнчен никам та сывă юлайман. В.Еремеев Самар облаçӗнчи Похвисневски районӗнчи Анатьял чăвашӗ-мӗн. 1964 çулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче çуралнă....
-
Хаçатра тӗрӗс мар пичетленӗ, пуху 10-мӗшӗнче пулать
Ку эрнери «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинчи хыпарсен ярăмӗнче пӗчӗк пӗлтерӳ пур. Унта ТР ЧНКА Канашӗ Хусанта мартăн 15-мӗшӗнче пухăнать тесе çырнă. Ку информаци тӗрӗс мар. ЧНКА Канашӗ Хусанти Туслăх çутӗнче мартăн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пухăнать. Канашлу хыççăн çав вырăнтах «Тутарстанри чăваш пики-2018» конкурс иртет. Мӗншӗн йăнăшнă-ха хаçатра ӗçлекенсем? Мӗншӗн тесен...
-
Минскран Тав хучӗпе
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай нумай пулмасть Минскра «Çыравçӑ тата вӑхӑт» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери симпозиума хутшӑннине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. Симпозиум тӗрлӗ çӗршыври писательсен ыйтӑвӗсене сӳтсе явма май панă. Унта 21 патшалӑхри çыравçӑсемпе литераторсем хутшӑннӑ. Беларусси Республикин информаци министрӗ Александр Карлюкевич çӗршывсен хушшинче литература енӗпе çыхӑнусем йӗркелес ӗçе хутшӑннӑшӑн...
-
Чăваш хӗрӗ еврейсен кӗнекине кӗнӗ
«Еврейсен федераллă наципе культура автономийӗ» обществăлла организацин Эксперт канашӗн йышăнăвӗпе Чăваш наци конгресӗн президиумӗн чи çамрăк пайташне Алиса Лукинана «Лица России. XXI век» альбом-кӗнекен геройӗсен шутне кӗртнӗ. Алиса Лукина Чăваш Ен çамрăкӗсен «Хастар» юхăмӗн активистки, «Нарспи» клубăн хореограф-балетмейстерӗ. Ун пирки материал кӗнекен 20-40 çулсенчи тӗрлӗ наци представителӗсем çинчен çырнă пая...
-
Çурçӗр флотӗнче «Етӗрне» тральщик хуралта
Ăçта чăваш çук Раççейре? Тӗрӗс, çӗршывăн кашни кӗтесӗнче. Хамăр чӗлхерен вăтанса кăна нумай чухне «вырăс» эпир. Тăван çӗршывăн хӳтӗлевçин кунӗнче Мурманск тăрăхӗнче те акă, чăваш кӗвви-ташши янăранине хыпарлать Чăваш наци конгресӗ. Февралӗн 22-мӗшӗнче «Чăваш культурин обществи «Чăваш Ен» обществăлла организацин представителӗсем Хӗрлӗ çар тата Тинӗс-çар флочӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине...
-
Театр аннесене тӳлевсӗр спектакльпе саламлать
Хисеплӗ аннесем, мартăн 8-мӗшӗнче Шупашкара çитсе килме шутлатăр пулсан, унти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрне çитсе килме те вăхăт тупăр. Театр аннесем валли ятарласа уяв парни хатӗрленине пӗлтӗмӗр. Çав кун кунта «Театра - аннепе» акци иртет. Аннесене, кукамай-асаннесене «Мымренок» спектакле тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Çаплах театра юратакансен конкурсне хутшăнма та май пур....
-
«Чăваш пики-2018» конкурсчен шутлă кунсем юлчӗç
«Тутарстан чăваш пики» республика конкурсӗн финалӗччен шутлă кунсем кăна юлчӗç. Тунтикун хӗрсем хатӗрленме Хусана килеççӗ. Конкурсанткăсемпе «В Контакте» соцсетьре https://vk.com/tatarstanchuvash ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи конкурсра çӗнӗлӗхсем нумай пулаççӗ. Аса илтеретпӗр, «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) пулать....
-
Редактор Пушкăртстанри конференцире
Техника наукисен докторне, Чăваш Республикин Патшалăх премине икӗ хутчен тивӗçнӗ академика, чăваш халăхӗн паллă ывăлне В.В.Николаева халалланă Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ Пушкăртстан çӗрӗ çинче 3-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 20-мӗшӗнче делегатсем Авăркас районӗнчи Толбазăра пухăнчӗç. Пушкăртстан Республикинчи 12 районтан тата Хусан, Шупашкар, Тюмень, Ульяновск, Самара хулисенчен пурӗ 343 çын хутшăнчӗ...
-
Хаçатра та, сайтра та пичетлетпӗр саламсене
«Сувар» хаçата çырăнакансем Тутарстан тулашӗнче те йышлă. Тӗслӗхрен, Елчӗк районӗн пуçлăхӗ çырăнса илет ăна, ЧР Патшалăх Канашӗ, Юхма Мишши тата Петр Ермолаев шоумен. «Сувар» хаçата вуланисӗр пуçне ун урлă çывăх çынсене çуралнă кунпа та саламлама пулать. Пиртен кашнийӗн тус-тăвансем, юлташсем пур. Вăхăт çитсен вӗсен менелникӗсем пулкалаççӗ. Нумайăшӗ çывăх çыннине çуралнă...
-
«Тутарстан чăваш пикинче» жюри çывăрмасть
Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянхи куна районсемпе хуласенчен заявкăсем килеççӗ, хӗрсем хатӗрленеççӗ. «Кăçалхи конкурсра куракансемшӗн...
-
Иккӗмӗш пулас килмест е шуршăлсем, «кайрăмăр!»
Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăлсем кăçал Космонавтика кунне Ю.Гагаринăн «Кайрăмăр!» сăмахӗпе пуçласса шанатпăр. Мӗншӗн тесен кунта А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗçлеме пуçлать. Çитес уйăхран унта радиостанцие вырнаçтарассипе ӗçлӗç. Чăваш халăх сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, çакăн пек шухăш Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем нумаях пулмасть Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ...
-
Петербургра чăваш туйӗ пӗрремӗш вырăн йышăннă
Юлашки вăхăтра Петербург тăрăхӗнчи чăвашсен пĕрлĕхĕнчи çамрăксен ушкăнĕ хастар ĕçлеме пуçлани сисĕнет, пӗлтерет Чăваш наци конгресӗ. Екатерина Данилова пуçарнипе çак кунсенче Петербургра чăваш туйне кăтартса панă. Ку вăл конкурс евĕрлĕ мероприяти. Этнофестиваль иртнĕ май тĕрлĕ халăх хăйсен туй йĕркине сăнарласа панă. Чăвашсем те аптраман, виçĕ ансамбльпе («Кĕвер», «Парне», «Тăрна») ĕлĕкхи...
-
Ку хоккея пăха-пăха нервă юлмарӗ...
Вырсарникун пулсан та, февралӗн 25-мӗшӗнче арçынсем ирех тăрса сенкер экрансем умне выранçса ларчӗç. Пирӗн вăхăтпа ирхине 7:00 сехетре Корейăра Олимп вăййисен кульминацийӗ - хоккей финалӗ пуçланчӗ. Раççейри олипм атлечӗсене хирӗç Германи сборнăйӗ вылярӗ. Раççей: Германи - 4:3 - овертайм. Статистикăн çак типӗ цифрисем - матча курмасан нимӗнех те каламаççӗ. Çапла,...