News by category - Элкел (Алькеевский)
-
Петӗр Хусанкай ячӗпе видеоконкурс
Видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх поэчӗн пултарулӑхӗпе анлӑрах паллаштарас, чăваш чĕлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланă «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвă конкурсĕн положенийĕ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосăвăсен инçет конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене чӑваш халăх...
-
Çӗнӗ çул çитме васкать
Декабрь уйăхӗ пуçланчӗ, çулталăкăн тӗп уявӗн атмосфери кашни ял-хулара, кашни çемьере хуçаланать. Элкел районӗ ырă йăлана малалла тăсса кăçал та районти организацисемпе учрежденисен хушшинче «Чи хитре чăрăш» конкурс ирттерет. Унта харпăр хуçалăхсем те хутшăнмасăр юлмӗç. Конкурсантсем ума капăр чăрăш лартнисӗр пуçне территорие юр-кӗлеткесем туса та илемлетмелле. Чи хитре чăрăш камăн...
-
Сиктӗрме-Хусанкайри музее Академи Дипломӗпе чысланă
Июлӗн 20-мӗшӗнче Чăваш Енри пысăк делегаци Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пулса курчӗ. Делегацие паллă общество деятелӗсем, ученăйсем, çыравçăсем, журналистсем, вузсен преподавателӗсем кӗчӗç. Вӗсем П.П.Хусанкай ячӗллӗ музейăн ӗçне пысăка хурса хакларӗç. Таврапӗлӳ тата тӗпчев ӗçне анлăн ирттренӗшӗн, чăваш халăхӗн историне, Чăваш Республикин наука, искусство, культура ӗçченӗсене халалланă мероприятисенче хутшăннăшăн пирӗн музее...
-
Элкел районӗнчи тырă тухăçӗ тӗл-тӗл гектартан 50 центнера та çитет
Тутарстанăн комплекслă аграри политики ял хуçалăх отраслӗнче малта пыма май парать. Юлашки 5 çулта çанталăк условийӗсем йывăр пулнине пăхмасăрах Тутарстан ӳсен-тăран продукцине ӳстерес хăвата упраса хăварчӗ, Раççейре ку енӗпе вăл 5-мӗш вырăнта тăрать. Республика хăйне хăй апатланăвăн тӗп продукчӗсемпе тивӗçтерет, ял хуçалăх продукцийӗн пысăк пайне кӳршӗ регионсене ăсатать. Агропромышленность комплексӗ...
-
Эпӗ кун пек ташлакансене халиччен курман
Хусанта ачасен ташă коллективӗсем нумай. Укçалла хырăм ташши ташлама вӗретекенсем чи йышлисем-тӗр. Малтан мăшăрпа эпир те хамăрăн 3 çулхи хӗре çавăн пек «фирма» панăччӗ. Анчах иккӗ çул çӳресе те ытлашши ӳсӗмсем тăваймарӗ пирӗн пӗчӗк ташăç. Ман пӗр юлташ каларӗшле: «ляу-сяу« сяу-ляу». Çавăнпа та амăшӗ хистенипе 5 тултарсан ăна урăх ташă...
-
Чӗмпӗр чăвашӗсем Шупашкара виçӗ кунлăха кайма хатӗрленеççӗ
Чӗмпӗрте пурăнакан ентешсем Чăваш Республикин Кунне уявланипе çыхăнтарса Шупашкара 3 кунлăх экскурси 16-мӗш хут йӗркелеççӗ. Унта вӗсем Тутарстанра (Пăва, Çӗпрел, Теччӗ районӗсенче) пурăнакан чăвашсене те хутшăнма чӗнеççӗ. Экскурси программи çакнашкал: - Шăхасанри сиплӗ çăлкуç патне чарăнни (шыва кӗме май пур); - Шупашкарăн паллă вырăнӗсене курса çаврăнни; - Этнокультура паркӗнче пулни...
-
майăн 27-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра библиотекасен кунне паллă тăваççӗ
Çулсерен майăн 27-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра библиотекăсен кунне паллă тăваççӗ. 1795 çулта çак кун «Имепратор библиотекине» уçнă. Паян урамра çӳллӗ шайри технологисемпе компьютер çитӗнӗвӗсемпе палăракан 21-мӗш ӗмӗр. Анчах библиотека çаплипех кирлӗ-ха. Вăл этемлӗх астăвăмне упрать. Аслисемпе пӗчӗккисем библиотекăна кӗнекешӗн кăна мар, ырă сăмахшăн, канашшăн, тӗрекшӗн те килнӗ пек туйăнать. Мӗншӗн тесен...
-
Аксу районӗнче «Чăваш шăпчăкӗ» ятлă черетлӗ фестиваль иртрӗ.
Апрелӗн 23-24-мӗшӗсенче Аксу рабочи поселокӗнче Тутарстанри чăваш фольклор ушкăнӗсен «Чăваш шăпчăкӗ» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Ăна республикăра ТР Культура министерстви пуçарăвӗпе 1994 çултанпа ирттерерççӗ. Ӗлӗкрех фестивальте ытларах фольклор çине «пусăм» тăватчӗç пулсан, хальхинче эстрада вăй илсе пырать. Кăçал та «Чăваш шăпчăкӗнче» çамрăк юрăçсем нумай пулнине палăртмалла.
-
«Чӗкеç» пек ансамбльсем Тутарстанра çук, Чăваш Енре те сайра
Хусан хулинче пурăнакан чăвашсем апрелӗн 23-мӗшӗнче Халăхсен Туслăх çуртне Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗн концертне курма пухăнчӗç. Ăна Чăваш чӗлхин кунне халалланăччӗ. Елена Львовна Кондюкова ертсе пыракан ансамбль хăйӗн 25 çуллăхне халалланă программăна ытти хуласенче те кăтартма хатрленет.