Сувар

Новости по рубрике - Пĕкĕлме (Бугульминский)

  • 22 марта 2017 - 03:24
    Наратлă каччисем салтака каясран тарса çӳремеççӗ
    Салтакра пулман арçынна ялта хисеплемеççӗ. Ку каларăш кивелсе пырать тесе шутлать нумайăшӗ, анчах та унпа сывпуллашма васкамалла мар-ха. Хальхи вăхăтра çар хӗсметне иртмесӗр лайăх карьера тăваймастăн. Вăл кăна та мар. Салтак опычӗ арçын пурнăçӗнче ӗмӗр тăршшӗпе пысăк пулăшу тата тӗрек пулса тăрать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнчи каччăсем те çавăн пек...
  • 21 марта 2017 - 03:16
    Наратлăсене çӗнӗ спорткомплекс кирлӗ
    Наратлăра Анатолий Тарасова халалласа çулсерен пулакан йывăр атлетика турнирне кăçал мартăн 19-мӗшӗнче ирттерчӗç. Штангистсен ăмăртăвӗ çумне хушăннă Ф.Ихтисамова халалланă волейбол турнирӗ те темиçе çул тăтăш иртет. Вӗсемпе пӗрле сӗтел çи теннис, пневматика винтовки, шашкă, автомтата вăхăта сӳтсе пуçтарасси хушăнса Пӗкӗлме районӗнчи пӗртен пӗр чăваш ялӗнче çак куна спорт уявне çавăрса...
  • 14 марта 2017 - 11:59
    Наратлăра спорт кунӗ иртӗ
    Мартăн 19-мӗшӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗнче спорт кунӗ иртет. Ăна ялти вăтам шкулта физкультура учителӗ пулса ӗçленӗ Анатолий Тарасова халаллаççӗ. Спорт ăмăртăвӗсем пӗр харăсах культура çуртӗнче тата шкулта пуçланаççӗ. Унта кӳршӗ районти ялсем те командăсем яма палăртнă. Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев пӗлтернӗ тăрăх, спорт кунӗн программи çакнашкал: Йывăр...
  • 6 марта 2017 - 14:35
    Наратлăсем çар ретне тăма хатӗр
    Пӗкӗлме районӗнче çулсерен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 5-9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче «Смотр строя и песни» конкурс иртет. Наратлăри вăтам шкул вӗренекенӗсем çакăн пек мероприятисене хутшăнмасăр юлмаççӗ, унтан та ытларах - вӗсем тăтăшах çӗнтерӳçӗсем пулаççӗ. Кăçал та вӗсене çитекенни пулмарӗ, район шайӗнчи мероприятие 4 арçын ачапа 3 хӗр ачаран тăракан команда...
  • 26 января 2017 - 12:27
    Николай Колесников çуралнă ялта уяв иртнӗ
    Йывăр атлетикăпа Раççей хӗрарăмсен сборнăйӗн теренрӗ, Олимп Чемпионӗ Николай Колесников çуралса ӳснӗ ял несӗлсенчен куçнă чăваш халăхӗн авалхи йăлисене тирпейлӗн упраса пырать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри Культура çурчӗ çулсерен пирӗн халăхăн вăл е ку йăли-йӗркине театрализацилесе кăтаратаканччӗ, кăçал та çапла пулчӗ. Районти культура управленийӗ тӗрев панипе тата клубсен тытăмӗн ертӳçин И.П.Ибатуллина...
  • 16 декабря 2016 - 07:19
    Наратлăсем ăмăртура
    Çулленхи йăлана кӗнӗ йӗлтӗр сезонне Пӗкӗлме хулинче декабрӗн 10-мӗшӗнче хаваслăн уçрӗç. Ăмăртăва хулапа районсенчен 200 ытла спортсмен хутшăнчӗ. Наратлă йӗлтӗрçисем ку ăмăртуран пӗр çул та юлман. Хальхинче те хăйсен ӳсӗм çулӗнче призлă вырăнсене йышăнса таврăнчӗç. Ялти шкулсенче вӗренекенсен хушшинче Наратлăри арçын ачасен команди (Артур Азизовпа Дмитрий Егоров, Андрей Григорьев), акă,...
  • 2 декабря 2016 - 06:55
    Раççей шкул ачисен юхăмӗнче
    Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗнче вӗренекенсене нумай пулмасть Раççей шкул ачисен юхăмне хаваслă лару-тăрура йышăнчӗç. Çак организацие кӗмешкӗн шкул коллективӗ нумай тата тӗплӗн хатӗрленчӗ. Организацин пӗлтерӗшне ăнлантаракан чылай материала вуласа ачасене ăнлантарса пачӗ, гимн вӗрентрӗ. Кӗтнӗ кун çитсен шкул линейкинче ачасене галстук çыхтарчӗç. Аннесен кунне халалланă уява та ватти-вӗтти пӗрле тӗплӗн...
  • 25 ноября 2016 - 08:06
    Черетлӗ çӗнтерӳ
    Наратлăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул команди районти ăмăртусенчен черетлӗ çӗнтерӳпе таврăнчӗ. Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Пӗкӗлмери кадетсен шкул-интернатӗнче «Зарница» çарпа спорт вăййин 1-мӗш тапхăрӗ иртрӗ. Ăмăртăва районти ял шкулӗсен 10 команди хутшăнчӗ. Ачасем çар званийӗсене уйăрса илнине, сăнӳкерчӗксем тăрăх маршалсене палланине, медальсемпе орденсен ячӗсене пӗлнине кăтартмаллаччӗ. Çавăн пекех пневматика пăшалӗнчен пересси,...
  • 20 октября 2016 - 09:58
    Тутарстансем космосра!
    Пӗкӗлмере 1974 çулта çуралнă Сергей Рыжиков октябрӗн 19-мӗшӗнче «Союз МС-02» караппа экипажкомандирӗ пулса Халăхсем хушшинчи космос станцийӗ енне çул тытнă. МКС программинче вăл экипажра бортинженер пулса ӗçлӗ. Рыжкиовсем Пӗкӗлмере нумай пурăнман. Çӗпӗре куçса кайнă. Нижневартовскри шкула тата авиатросен клубне вăçлесен Сергей Оренбургри летчиксене хатӗрлекен авиаци училищине вӗренме кӗрет, ăна салатса...
  • 1 августа 2016 - 12:09
    ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере Диагностика центрӗ уçнă
    ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере «Онкологи чирӗсене профилактикăласси» темăпа районти предприятисемпе организацисен ертӳçисем валли семинар ирттренӗ. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи кун республикăра хăрушă шыçăллă 90 пин çын учетра тăрать. Тутарстанра пурăнакан кашни 42-мӗш çынра онкологи чирне тупаççӗ. Анчах та, Вафин сăмахӗпе, рака диагноз теме васкамалла мар. Кӗрешӗвӗн тӗп...
  • 19 апреля 2016 - 10:26
    Хӗрӗшни - илемлӗ ял
    Çарăмсан тăрăхӗнче илемлӗ ялсем нумай. Хăш-пӗрисем вăйлă аталаннă, ӳссе пыраççӗ, теприсем аплах мар. Хăшӗсенче авалхи йăлапа ампарӗсене çурта хирӗç тунă. Хăть ӗлӗкхи пурнăç çинчен кино килсе ӳкер. Хӗрӗшнинчи ял пейзажӗ шăп кинори пек. Хăйӗн сăн-сăпачӗпе кăна мар, ячӗпе те илӗртет вăл. Тахçанхи ял мар, Совет çӗршывӗнче колхозсем йӗркелеме тытăнсан кăна...
Реклама