Сувар

Новости по рубрике - Çĕпрел (Дрожжановский)

  • 16 июня 2018 - 22:34
    Çӗпрелӗнче чăваш Акатуйӗ
    Ялтан яла куçакан Акатуй уявӗ кăçал Алешкин Саплăк ялӗ çийӗн вӗлкӗшет.
  • 14 июня 2018 - 15:50
    Çӗпрел чиновникӗ çакланнă
    Прокурорăн аслă пулăшуçи Руслан Галиев «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, Çӗпрел чиновникӗ суя сведенисем парса республика бюджетӗнчен 82 пин тенкӗ субсиди илнӗ.
  • 14 июня 2018 - 15:07
    Пирӗн футболăн малашлăхӗ пур
    Çӗпрел районӗнче аслисем хушшинче мини-футбол турнирӗсем иртеççӗ, ытти спорт тӗсӗсем те аталанаççӗ, анчах та пысăк футбол (11х11) ăмăртăвӗсем темшӗн нумаях мар. Тимофей Кудрявцев ячӗллӗ турнир чи пысăкки шутланать пулӗ. Кăçал ăна 5-мӗш хут ирттерчӗç.
  • 9 июня 2018 - 14:31
    Аслă Аксу чăвашӗн – бронза!
    Раççей сборнăйӗн спортсменӗ, Çӗпрел район чăвашӗ Петр Мускатинов майăн 26 – июнӗн 3-мӗшӗсенче Болгарири София хулинче армспортпа иртнӗ Европа чемпионатӗнчен бронза медальпе таврăнчӗ.
  • 9 июня 2018 - 13:36
    15-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче автокросс
    Çӗпрел районӗнче регионсем хушшинчи автокросс кăçал июнӗн 15-мӗшӗнче пулать.
  • 31 мая 2018 - 14:34
    Ăнӑҫу сире, шкулпа сывпуллашакансем!
    Умра интереслĕ студент пурнаҫĕ, ҫĕнĕ юлташсем, вĕрентекенсем... Анчах та юратнӑ шкул, юратнӑ вĕрентекенсем, юлташсем ĕмĕрне те асран тухмĕҫ.
  • 29 мая 2018 - 10:33
    «Троица юррисем» кăçал июнӗн 2-мӗшӗнче
    Кивӗ Çӗпрел пурне те «Троица юррисем» православи тӗнӗн юррисен фестивальне кӗтет.
  • 23 мая 2018 - 11:34
    Алешкин Саплăкри часавая Феофан светить турӗ
    Ӗçлӗ визитпа икӗ куна килнӗ Феофан владыко Саплăк чиркӗвӗнче ирхине Микулана халалласа уяв литургийӗ ирттерсе хӗрес йăтса утнă хыççăн часавая светить турӗ.
  • 7 мая 2018 - 11:09
    Майăн 8-мӗшӗнче – С.Уганин турнирӗ!
    Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗ хăйӗн паттăрӗн Совет Союзӗн Геройӗн Семен Артемьевич Уганинăн ятне ӗмӗрлӗхе асра хăварчӗç. Халӗ çак çын кам пулнине ку тăрăхра садике çӳрекен ача та пӗлет, унпа мăнаçланать. Арçын ачасем пушшех те, мӗншӗн тесен Аслă Çӗнтерӳ уявӗ кунӗ умӗн кунта С.Уганин призӗшӗн кӗрешӳ турнирӗ ирттересси йăлара. Чи вăйлă...
  • 7 мая 2018 - 10:49
    Фронтри çырусем... Мӗн çырнă ишлӗ-матаксем?
    Çӗпрел районӗнчи Ишлӗ-Матак ял халăхӗ эрнере пӗрре ял варринчи пасара пуçтарăнать. Çынсем, уйрăмах аслă çултисем, унта япала, апат-çимӗç туяннинчен ытла ял-йышпа курнăçма тухать. Матак шкулӗ çакăнпа усă курса майăн 5-мӗшӗнче питӗ лайăх мероприяти ирттернӗ. Ял пасарӗн территорийӗнче «Фронт çырăвӗсем» акци йӗркеленӗ. Кун пекки ял çыннисемшӗн чăнах та çӗнӗлӗх, Аслă Çӗнтерӳ...
  • 7 мая 2018 - 07:41
    Матак музейӗ – республикăра пӗрремӗш!
    Çар комиссариачӗсем йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалласа ТР Наци музейӗ «ЮНАРМИЯ» обществăлла юхăмпа пӗрле республикăри вӗрентӳ учрежденийӗсенчи музейсен хушшинче «Çамрăк армеецсем - çар мухтавӗн управçисем» конкурс ирттерчӗ. Ăна майăн 6-мӗшӗнче Хусанта, ТР Наци музейӗнче пӗтӗмлетрӗç. Конкурса 36 районтан пурӗ 259 ӗç тăратнă. Савăнса пӗлтеретпӗр, хисеплӗ I вырăна чăвашсем, Çӗпрел районӗнчи...
  • 3 мая 2018 - 11:26
    Пирӗннисен пурнăçӗ япăх мар
    «Ветерансене патшалăх маннă, вӗсем ишӗлнӗ çуртсенче пурăнаççӗ, çиме çăкăрӗ çук...» - тесе çырнине интернетра час-часах курма пулать. Анчах та чăнлăхпа тӳр килет-ши ку? Мӗншӗн тесен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тăлăх арăмсене патшалăх нихăçан та пăрахман. Вӗсене пенсисӗр пуçне тӗрлӗ çăмăллăхсем пăхăннă, çав шутра пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма субсиди те....
  • 3 мая 2018 - 10:00
    Çӗнӗ Упире Мухтав аллейи уçăлчӗ
    Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ ятпа Çӗпрел районӗнчи Упи ял хутлăхӗнче пурăнакансем темиçе мероприяти планланă. Вӗсенчен пӗри майăн 2-мӗшӗнче пурнăçа кӗчӗ: Çӗнӗ Упи çыннисем - Владимир Ярухинпа Петр Ухваркин хăйсен шутӗнчен «Вилӗмсӗр полк» хатӗрленӗ, урăхла каласан, Аслă вăрçа хутшăннисен сăнӳкерчӗкӗсене пуçтарса Мухтав Аллейине уçнă. Унта 1941-1945 çулсенче...
  • 17 апреля 2018 - 13:49
    Ирттерес тесех хатӗрленнӗ
    (Ирина Гордеева). Апрелӗн 14-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура республика шайӗнчи мероприяти - И.Я.Яковлевăн 170 çулхи юбилейне халалланă регионсен хушшинчи наукăпа-практика конференцийӗ иртрӗ. Унта Çӗпрел районӗнчи 18 шкултан тата Чăваш Республикин Шăмăршă районӗнчи шкултан вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшăнчӗç. Конференци тăватă секцие пайланса ӗçлерӗ: пӗрремӗшӗ - «И.Я.Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ» тӗпчев ӗçӗсем, унта 7-11-мӗш...
  • 11 апреля 2018 - 11:19
    Ӗнер районсене шыв илме тытăннă
    Кун пек ӳкерчӗке паянхи кун нумай çӗрте асăрхама пулать. Ӗнер, апрелӗн 10-мӗшӗнче çанталăх ытла хăвăрт ăшăтса янине пула юр васкаса ирӗлме пуçланă. Шăннă çӗр çавăн чухлӗ шыва çăтса ӗлкӗреймест, çавăнпа та лапсемпе варсем йăлтах çурхи шывпа тулнă. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вăл хăйӗн валли çул тупать. Çапла Çӗпрел, Пăва, Елчӗк, Кайпăç, Апас...
Реклама