Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Сăвăсем

упрăр туслăха

Юлташу çине ӳпкелесен те, Ан васка, кăларăн çиллӳне. Эс айăпличчен чамаласа пăх Туслăхпа тăшманлăх виçине. Тантăшу васкарӗ кăна мар-и, Ăнсăртарн кӳрентерсе сана? Çылăхланчӗ те вăл, халсăрланчӗ, Айăпне ан асилтер ăна. Ватăла-киле эпир хавшатпăр, Кун-çулсем иртсе пымассерен Туссене çăмăллăн çухататпăр. Тупасси - йывăрланать сӗре. Шанчăклă лашу çула тухсассăн Урине пăта тăрăнтарсан...

Юлташу çине ӳпкелесен те,

Ан васка, кăларăн çиллӳне.

Эс айăпличчен чамаласа пăх

Туслăхпа тăшманлăх виçине.


Тантăшу васкарӗ кăна мар-и,

Ăнсăртарн кӳрентерсе сана?
Çылăхланчӗ те вăл, халсăрланчӗ,

Айăпне ан асилтер ăна.


Ватăла-киле эпир хавшатпăр,

Кун-çулсем иртсе пымассерен

Туссене çăмăллăн çухататпăр.

Тупасси - йывăрланать сӗре.

 

Шанчăклă лашу çула тухсассăн

Урине пăта тăрăнтарсан -

Çул начар, лашу айăплă мар сан,

Йăнăшан ăна ылмаштарса.

Этемсем! Ыйтатăп, тархаслатăп,

Ан вăтанăр пархатарлăхран.

Тӗнчере туссем нумаях мар-тăр:

Хăрăр пăрахма юлташăра.


Эпӗ урăх йӗркепе пурнаттăм,

Усала вăйсăрлăхра курса.

Мӗн чуль юлташа эпӗ çухатрăм,

Миçе тус-ши кайрӗ пăрăнса?..

 

Каярах эп мӗн кăна курмарăм

Кукăр-макăр сукмаксем çинче.

Юлташсем çитменнипе хурлантăм,

Туссене шырарăм ӳкӗнсе.

 

Шăпаран ыйтатăп, тӗлпултартăр

Çухатнă тус-тантăшăмсемпе.

Кама каçарман эп хам хăçан-тăр,

Е мана каçараймансемпе.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев