Сувар

БОРЩ – ХУРА СЛИВĂПА

Менюра – типӗ апачӗ. Хура сливăпа борщь пӗçерме вӗрентетпӗр. Яшка валли пурӗ те: 200 г купăста, 2 хӗрлӗ кăшман, 1 кишӗр, 1 кашăк томат пасти, 1 пуç сухан, 4 çӗрулми, 1 кашăк вӗтетнӗ аçтăрхан мăйăрӗн тӗшши, 2-3 кашăк тип çу, ешӗл укроп, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

Типӗтнӗ хура сливăна вӗри шыва ярса темиçе минут тытмалла, лайăх çумалла та турамалла. Кишӗрпе хӗрлӗ кăшмана çуса шуратмалла, шултра шăтăклă теркăпа хырмалла. Сухана шуратса турамалла. Пахча çимӗçсене тип çу çинче ăшаламалла. Çӗрулмине çуса шуратмалла, тураса вӗрекен шыв çине ямалла. Кăштахран яшка çине ăшаланă пахча çимӗç, томат пасти тата туранă купăста ямалла. Тăвар хушмалла. Хатӗр пуличчен пӗçермелле. Çулăма сӳнтериччен 5 минут маларах яшка çине туранă хура слива хушмалла. Яшка çине вӗтетнӗ мăйăр тата туранă укроп сапса çимелле.

Реклама

200 г купăста, 2 хӗрлӗ кăшман, 1 кишӗр, 1 кашăк томат пасти, 1 пуç сухан, 4 çӗрулми, 1 кашăк вӗтетнӗ аçтăрхан мăйăрӗн тӗшши, 2-3 кашăк тип çу, ешӗл укроп, тăвар тата пăрăç кирлӗ.


 



 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: