Сувар

ЧĂХ АШӖПЕ ВИНОГРАД САЛАЧӖ

800 г чăх ашӗ, 1 авокадо, 2 мандарин, 500 г виноград, 50 г кедр мăйăрӗ, 2 кашăк 20 процентлă шӗвӗ хăйма, 1 кашăк виноград уксусӗ, 3 кашăк апельсин сокӗ, 2 кашăк майонез, ешӗл салат çулçи, тăвар кирлӗ.

Пиçнӗ чăх ашне, авокадăна турамалла. Мандарина шуратса пайсем çине уйăрмалла. Виноград çырлисене икшер пая касмалла. Ингредиентсене салат çулçисем сарнă турилкке çине купаласа хумалла. Çиелтен заправка (шӗвӗ хăймана (сливки), уксуса, апельсин сокне, майонеза, тăвара хутăштарса хатӗрлемелле) тата мăйăр сапмалла. Çавăн пекех çиелтен мандаринпа, виноградпа илемлетмелле.

800 г чăх ашӗ, 1 авокадо, 2 мандарин, 500 г виноград, 50 г кедр мăйăрӗ, 2 кашăк 20 процентлă шӗвӗ хăйма, 1 кашăк виноград уксусӗ, 3 кашăк апельсин сокӗ, 2 кашăк майонез, ешӗл салат çулçи, тăвар кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: