Сувар

ЧЕЙПЕ МАРИНАДЛАНĂ АШ

1 кг тачка сысна ашӗ, 300 мл хура чей, 1,5 чей кашăкӗ вӗтетнӗ хура пăрăç, 1,5 чей кашăкӗ тăвар, типӗтнӗ укроп, соя соусӗ, специсем кирлӗ.

Хура чей пӗçермелле те сăрăхтармалла, специсемпе приправа хушса сивӗниччен кӗтмелле. Сивӗнсен аша чей маринадне вырнаçтармалла. 40-50 минут тытмалла. Унтан аша кăларса илмелле, хут салфеткăпа лайăх типӗтмелле. Çиелтен ытла тарăн мар касса сетка евӗр йӗрсем тумалла. Аша духовкăра 40-50 минут пӗçермелле.

1 кг тачка сысна ашӗ, 300 мл хура чей, 1,5 чей кашăкӗ вӗтетнӗ хура пăрăç, 1,5 чей кашăкӗ тăвар, типӗтнӗ укроп, соя соусӗ, специсем кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: