Сувар

ÇӖР ÇЫРЛИ ДЖЕМӖ

Çӗр çырлине лайăх çумалла, туни-çулçисенчен тасатмалла та кастрюле хумалла, шыв хушса плита çине лартмалла. Вӗреме кӗрсен вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пӗçермелле. Унтан пиçнӗ çырлана ала витӗр тӳсе кăлармалла...

Çӗр çырлине лайăх çумалла, туни-çулçисенчен тасатмалла та кастрюле хумалла, шыв хушса плита çине лартмалла. Вӗреме кӗрсен вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пӗçермелле. Унтан пиçнӗ çырлана ала витӗр тӳсе кăлармалла. Пулнă нимӗре сахăр песокӗпе хутăштармалла та пӗçерме лартмалла, вӗреме кӗнӗ хыççăн пăтраштарса тăрса 20 минут пӗçермелле. Лимон сӗткенӗ хушса тата 5 минут пӗçермелле. Вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. Сивӗ çӗрте упрамалла.

2 кг çӗр çырли, 1 стакан шыв, 2 кг сахăр песокӗ, 2 лимон сӗткенӗ кирлӗ. (Т.Маркова сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: