Сувар

«КĂМПА УÇЛАНКИ» САЛАТ

Çӗнӗ Çул çывхарать, уяв сӗтелӗ валли «Сувар» салат рецептне сӗнет. 2 стакан маринадланă кăмпа, 300 г пӗçернӗ чăх ашӗ (шурри), 2 тăварланă хăяр, 1 пуç сухан, 2 шăл ыхра, 1 стакан теркăпа хырнă сыр, укроп, майонез тата тăвар кирлӗ.

Пиçнӗ чăх ашне, тăварланă хăяра тата кăмпан çур пайне турамалла. Ыхра шăлӗсене шуратса пресс витӗр пусса кăлармалла, сырпа хутăштармалла. Сухана шуратса турамалла та 5 минутлăха уксус хушнă вӗри шыва ярса лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен шывне тăкмалла, сухана ала çине хурса сăрăхтармалла. Хатӗр ингредиентсене савăт çине майонезпа сӗре-сӗре сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: чăх ашӗ, хăяр, кăмпа, сухан, сыр. Çиелтен туранă укроппа, тураман кăмпасемпе илемлетмелле.

2 стакан маринадланă кăмпа, 300 г пӗçернӗ чăх ашӗ (шурри), 2 тăварланă хăяр, 1 пуç сухан, 2 шăл ыхра, 1 стакан теркăпа хырнă сыр, укроп, майонез тата тăвар кирлӗ.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: