Сувар

Кăмпа яшки

Типӗ апачӗн рецепчӗсем. Паян кăмпа яшки пӗçерме сӗнетпӗр, питӗ тутлă пулать.

Типӗтнӗ кăмпана çумалла та шыв тултарнă каст­рюле ярса, тăвар хушса  пӗçерме лартмалла. Вăтам çулăм çинче 1-1,5 сехет пӗçермелле. Унтан кăмпана кăларса илсе турамалла, шӳрпе çине  çӗрулми тураса  ямалла. Сухана тураса тип çу çинче ăшаламалла, кăмпана та хушса пӗр 5 минут ăшаламалла, унтан яшка çине ямалла. Вермишель хушса хатӗр пуличчен пӗçермелле.

100 г типӗтнӗ кăмпа, 2-3 çӗрулми, 2 пуç сухан, 3 кашăк тип çу, 3 кашăк вермишель, кăшт тăвар, 2-3 л шыв кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: