Сувар

КЕКС – АБРИКОСПА

150 г услам çу, 150 г сахăр песокӗ, 100 г çăнăх, 4 çăмарта, 2 кашăк хăйма, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 3 кашăк мăкăнь вăрри, çур банка консервăланă абрикос, сахăр пудри кирлӗ.

Çемçе услам çупа сахăр песокне вăйлă пăтраштармалла. Çăмартасене пӗрерӗн хушмалла. Унтан хăйма, разрыхлительпе хутăштарнă çăнăх, апатра усă куракан мăкăнь вăрри хушса пăтраштармалла. Чустана услам çупа çуланă мультиварка чашки çине ямалла. Çиеле çурмалла каснă консервăланă абрикоссем хурса тухмалла. «Выпечка» режим çине лартса 40 минут пӗçермелле. Хатӗр кекса кăшт сивӗнессе кӗтмелле те мультиварка чашкинчен кăларса илмелле, лап тӗплӗ турилкке çине хурса çиелтен сахăр пуд­ри сапмалла. 

150 г услам çу, 150 г сахăр песокӗ, 100 г çăнăх, 4 çăмарта, 2 кашăк хăйма, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 3 кашăк мăкăнь вăрри, çур банка консервăланă абрикос, сахăр пудри кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: