Сувар

«ХӖЛЛЕХИ ЮМАХ» КУКĂЛЬ

Чуста валли 200 г маргарин, 1 стакан хăйма, 3 çăмарта сарри, 1 стакан сахăр песокӗ, 1,5 стакан çăнăх, çур чей кашăкӗ апат соди; ăшлăх валли 1 стакан кӗтмел çырли, 1 лимон, 1 стакан сахăр песокӗ, 3 çăмарта шурри кирлӗ.

Аяларах асăннă ингредиентсенчен хăвăрт кăна чуста хатӗрлемелле те çуланă противень е çатма çине сарса хумалла. Духовкăна лартса сараличчен пӗçермелле. Ăшлăх хатӗрлемелле: кӗтмел çырлине (клюква) лимонпа пӗрле мясорубка витӗр кăлармалла та çур стакан сахăр песокӗпе хутăштармалла. Çăмарта шуррине юлнă сахăр песокӗпе пӗрле уйрăммăн кăпăкланиччен лăкамалла. Пиçнӗ чуста çине малтан çăмарта шурринчен хатӗрленӗ крем, унтан кӗтмел çырлипе лимон хутăшне хумалла. Кукăле каллех духовкăна лартса 20 минут тытмалла. Хатӗр кукăле кӗтмел çырлипе илемлетмелле.

Чуста валли 200 г маргарин, 1 стакан хăйма, 3 çăмарта сарри, 1 стакан сахăр песокӗ, 1,5 стакан çăнăх, çур чей кашăкӗ апат соди; ăшлăх валли 1 стакан кӗтмел çырли, 1 лимон, 1 стакан сахăр песокӗ, 3 çăмарта шурри кирлӗ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: