Сувар

ХӖРЛӖ ПУЛĂПА ПОМИДОР САЛАЧӖ

Пулла тирӗпе шăммисенчен тасатмалла, тураса тип çу çинче ăшаласа илмелле. Ăшаланă пулă çине лимон сӗткенӗ сапмалла, сивӗниччен кӗтмелле.

Пулла тирӗпе шăммисенчен тасатмалла, тураса тип çу çинче ăшаласа илмелле. Ăшаланă пулă çине лимон сӗткенӗ сапмалла, сивӗниччен кӗтмелле. Помидора, сухана турамалла. Хатӗр ингредиентсене салат савăтне сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: помидор, сухан, пулă. Кашни сийнех сахăр песокӗ хушнă майонезпа сӗрмелле. Çиелтен ешӗл петрушкăпа тата укроппа илемлетмелле.
500 г хӗрлӗ пулă (семга е форель), 300 г помидор, 1 пуç сухан, 3 кашăк тип çу, 200 г майонез, 1 кашăк сахăр песокӗ, 1 кашăк лимон сӗткенӗ, илемлетме ешӗл петрушкăпа укроп кирлӗ.

 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: