Сувар

Килти ирис

Ирис пӗçерме манман-и? Аса илтеретпӗр ун валли: 30 г услам çу, 200 мл сӗт, 200 г сахăр пудри, 2 кашăк пыл кирлӗ...

Кастрюле сӗт, услам çу, сахăр пудри, пыл ярса вăйсăр çулăм çине лартмалла. Пӗрмай пăтраштарса тăрса 20-30 минут пӗçермелле (хутăш çăралса карамель тӗслӗ пуличчен). Пулнă хутăша сӗрнӗ форма çине ярса сивӗтмелле.

Реклама

ХĂЙМАПА ПӖÇЕРНӖ МИНТАЙ
Пулла çуса тасатмалла та татăксем çине пайламалла. Тăвар сапса тип çу сӗрнӗ çатма çине хумалла. Шултра шăтăклă теркăпа хырнă кишӗре, çурма ункăн туранă сухана тип çу çинче ăшаласа илмелле, унтан хăймапа хутăштарса пулнă хутăша çатма çинчи пулă çине çиелтен сапаласа хумалла. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.
3 минтай, 2 пуç сухан, 2 кишӗр, 200 г хăйма, тăвар, пăрăç, тип çу кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: