Сувар

КИШӖР САЛАЧӖ

Кишӗре корей салачӗсем тунă чух усă куракан теркăпа хырмалла. Сухана шуратса çурма ункăн, пылак пăрăçа тăрăхăн-тăрăхăн, йӳçӗ пăрăçа вӗттӗн турамалла, помидора мясорубка витӗр кăлармалла...

Кишӗре корей салачӗсем тунă чух усă куракан теркăпа хырмалла. Сухана шуратса çурма ункăн, пылак пăрăçа тăрăхăн-тăрăхăн, йӳçӗ пăрăçа вӗттӗн турамалла, помидора мясорубка витӗр кăлармалла. Пахча çимӗçсене хутăштармалла. Тăвар, сахăр песокӗ тата уксус хушса плита çине лартмалла. Пăтраштарса тăрса вӗреме кӗнӗ хыççăн вăйсăр çулăм çинче 15 минут пӗçермелле. Вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. Сивӗниччен хулăн япалапа чӗркесе лартмалла, кайран сулхăн çӗрте упрамалла.

2 кг кишӗр, 500 г пылак пăрăç, 500 г сухан, 1-2 йӳçӗ пăрăç, 5 стакан мясорубка витӗр кăларнă помидор, 1,5 кашăк тăвар, 1 стакан сахăр песокӗ, 1 стакан тип çу, çур стакан 9 процентлă уксус кирлӗ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: