Сувар

МАРИНАДЛАНĂ ХĂЯРПА ПОМИДОР

Хăяр, черри помидор, 2 хӗрен çулçи, 3 шăл ыхра, 2 л шыв, 4 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар, 2 кашăк 9 процентлă уксус кирлӗ.

Виçӗ литрлă банкăна стерилизацилемелле. Тӗпне хӗрен çулçи тата ыхра хумалла. Çур банка пуçӗсене каснă шултра мар хăяр, ыттине черри помидор тултармалла. Çиелтен тин вӗренӗ шыв ямалла та 20 минут лартмалла, унтан шыва кастрюль çине ярса илмелле, сахăр песокӗпе тăвар хушса вӗреме кӗнӗ хыççăн 1-2 минут вӗретмелле те каллех банкăна ямалла. Уксус хушса металл хупкăçпа хупламалла та банкăна сивӗниччен пуçхӗрлӗ çавăрса лартмалла. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла.

Хăяр, черри помидор, 2 хӗрен çулçи, 3 шăл ыхра, 2 л шыв, 4 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар, 2 кашăк 9 процентлă уксус кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: