Сувар

ПАНУЛМИПЕ ПӖÇЕРНӖ КĂВАКАЛ

Çӗнӗ çул валли çӗнӗ рецепт! «Сувар» кăвакал пӗçерме вӗрентет. 1 кăвакал тушки, 6 панулми, 3 апельсин, 4 инжир, 1 лимон, 4 кашăк хăйма, 1 лавр çулçи, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

Лимона çумалла та çурмалла касмалла. Кăвакал тушкине лайăх çумалла, таз çине хурса çиелтен шыв ямалла (кăвакал пӗтӗмпех шыв ăшӗнче пулмалла). Шыв çине лимон сӗткенне пусса кăлармалла, 1 кашăк тăвар ярса ирӗлтермелле, пăрăç, лавр çулçи хушмалла та таза 2-3 сехете сивӗ çӗре лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен кăвакала шывран кăларса илмелле, хут салфеткăсемпе лайăх типӗтмелле, пур енчен те хăймапа сӗрмелле. Улма-çырлана çуса çурмалла е тăватшар пая касмалла, çуррине кăвакал ăшне тултарса çӗлесе хумалла. Кăвакала пергамент хут сарнă форма çине хурса духовкăна лартмалла. Çавăркаласа тата юхса тухнă сӗткенпе шăвара-шăвара тăрса хатӗр пуличчен пӗçермелле. Кăвакала духовкăран кăлариччен 15 минут маларах юлнă улма-çырлана форма çине хурса пӗçермелле.

1 кăвакал тушки, 6 панулми, 3 апельсин, 4 инжир, 1 лимон, 4 кашăк хăйма, 1 лавр çулçи, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: