Сувар

ПЕРСИК ВАРЕНИЙӖ

1 кг пиçсе çитмен персик, çур чей кашăкӗ лимон кислоти, сироп валли 1 кг сахăр песокӗ, 2 стакан шыв кирлӗ.

Персика çумалла та икӗ пая касса вăррине кăлармалла, турамалла. Шывпа сахăр песокӗнчен вӗретсе сироп хатӗрлемелле, вӗреме кӗрсен сироп çине туранă персик хушса пăтраштарса ямалла та çулăма сӳнтермелле, 6-8 сехете сивӗ çӗре лартмалла. Унтан каллех вӗреме кӗртмелле те пуçтарăнакан кăпăкне илсе тăрса 5 минут вӗретмелле. Вара каллех плита çинчен илсе сивӗтмелле. Унтан тепӗр хут пӗçерме лартмалла, вăйсăр çулăм çинче хатӗр пуличчен пӗçермелле. Плита çинчен илес умӗн  лимон кислоти хушмалла. Варение стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла.

1 кг пиçсе çитмен персик, çур чей кашăкӗ лимон кислоти, сироп валли 1 кг сахăр песокӗ, 2 стакан шыв кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: