Сувар

ПУЛĂ КУКĂЛӖ

Чуста валли 250 г майонез, 2 çăмарта, çур стакан ăшă шыв, 1 стакан çăнăх;  ăшлăх  валли 1 банка сайра консерви, 1 пуç сухан, 100 г пӗçернӗ рис, кăшт тăвар кирлӗ.

Çăмартапа майонеза хутăштармалла, шыв тата çăнăх хушса çăра хăйма пек  чуста хатӗрлемелле. Ăшлăх валли пулă консервине вилкăпа ирмелле, сухана питӗ ваккăн турамалла та пиçнӗ риспа хутăштармалла. Çу сӗрнӗ çатма çине чустан çур пайне ямалла, ун çине ăшлăх сапаласа хумалла. Çиелтен юлнă чустапа витмелле. Духовкăра 20-25 минут пӗçермелле.

Чуста валли 250 г майонез, 2 çăмарта, çур стакан ăшă шыв, 1 стакан çăнăх;  ăшлăх  валли 1 банка сайра консерви, 1 пуç сухан, 100 г пӗçернӗ рис, кăшт тăвар кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: