Сувар

САЛАТ-КОКТЕЙЛЬ

150 г типӗтнӗ хура слива, 180 г тăварланă лосось, 2 пӗçернӗ çӗрулми, 4 пӗçернӗ çăмарта, 2 пӗçернӗ кишӗр, 100 г вӗтетнӗ аçтăрхан мăйăрӗ, 200 г майонез, илемлетме петрушка е укроп кирлӗ.

Типӗтнӗ хура сливăна вӗри шыва ярса çемçетмелле, лайăх çумалла та хут салфеткăпа типӗтсе турамалла. Пулла вак турамалла, çӗрулмине теркăпа хырмалла. Çăмарта шуррипе саррине уйăрмалла, уйрăмшарăн турамалла. Кишӗре теркăпа хырмалла. Хатӗр ингредиентсене пӗр-пӗрин çине сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла (кашни сийнех майонезпа сӗрмелле): лосось, çӗрулми, çăмарта шурри, кишӗр, çăмарта сарри, хура слива, аçтăрхан мăйăрӗ. Çиелтен укроппа е петрушкăпа илемлетмелле.

150 г типӗтнӗ хура слива, 180 г тăварланă лосось, 2 пӗçернӗ çӗрулми, 4 пӗçернӗ çăмарта, 2 пӗçернӗ кишӗр, 100 г вӗтетнӗ аçтăрхан мăйăрӗ, 200 г майонез, илемлетме петрушка е укроп кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: