Сувар

САЛАТ-ЖЕЛЕ

2 пиçнӗ кишӗр, 1 банка консервăланă симӗс пăрçа, 2 çӗрулми, 200 г ветчина, 5 пиçнӗ çăмарта, майонез, 1 стакан какай шӳрпи, 1 пӗчӗк пакет час ирӗлекен желатин, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

Кишӗре, çӗрулмие тата ветчинана пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла, симӗс пăрçа, тăвар, пăрăç тата майонез хушса пăтраштармалла. Желатина вӗри шӳрпере ирӗлтермелле те салат çине ямалла, пăтраштармалла. Тăрăхла силикон (е урăхли те юрать) форма çине апат-çимӗç пленки сармалла, салатăн çур пайне унта вырнаçтармалла. Çиелтен тăршшӗпе пӗр рет хуппинчен шуратнă пиçнӗ çăмарта (турамасăр) хурса тухмалла. Çиелтен юлнă салата хумалла, çине тикӗслемелле. Холодильнике 4-5 сехете лартмалла. Сӗтел çине лартас умӗн салата татăксем çине касмалла.

 

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: