Сувар

ШАРККУ

500 г сысна ашӗ, 2 пуç сухан, 2 кишӗр, 800 г çӗрулми, тăвар тата вӗтетнӗ хура пăрăç, хăйма кирлӗ.

Сысна ашне лайăх çумалла та турамалла, чӳлмексене хурса тухмалла, тăвар тата пăрăç сапмалла. Кишӗре шултра шăтăклă теркăпа хыр­малла, сухана турамалла, хутăштармалла та чӳлмексенчи аш çине хумалла. Çӗрулмине те шуратса турамалла та чӳлмеке тултармалла, тăвар тата пăрăç сапмалла. Кашни чӳлмекех кăшт шыв е шӳрпе хушмалла, çӗрулмие çиелтен хăймапа сӗрмелле. Чӳлмексене хупламалла та 190 градус таран ăшăтнă духовкăна лартмалла. 40 минутран чӳлмексен хупкăçне уçса духовкăра тата 15-20 минут тытмалла.

500 г сысна ашӗ, 2 пуç сухан, 2 кишӗр, 800 г çӗрулми, тăвар тата вӗтетнӗ хура пăрăç, хăйма кирлӗ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: