Сувар

СИМӖС ПОМИДОР САЛАЧӖ

3 кг симӗс помидор, 2 кг кишӗр, 1 кг пуçлă сухан, 2 стакан тип çу, 6 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар,  ¼ стакан  9 процентлă  уксус,    0,5 л томат соусӗ, 5 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç кирлӗ.

Пахча çимӗçсене турамалла. Заливка хатӗрлемелле: тип çăва, уксуса, тăварпа сахăра тата томат соусне хутăштармалла та пахча çимӗç çине ямалла, пăтратмалла. Пăрçа йышши хура пăрăç хушса 2 сехет лартмалла. Унтан 1-1,5 сехет пӗçермелле те вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултармалла.

3 кг симӗс помидор, 2 кг кишӗр, 1 кг пуçлă сухан, 2 стакан тип çу, 6 кашăк сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар,  ¼ стакан  9 процентлă  уксус,    0,5 л томат соусӗ, 5 пӗрчӗ пăрçа йышши хура пăрăç кирлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: