Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Видео

​ПУÇ СЫРНĂ ШУХĂШСЕМ… ТЕЙӖТТӖМЧЧӖ

Сăвă техники мӗнне пӗлмесӗр республика шайӗнчи хаçат-журналсенче пичетленес текенсене: «Анатолий Малышевăн сăввисемпе, повесть-калавӗсемпе паллашăр», – теес килет

Манăн алăра икӗ хут ӗçтешӗн, Анатолий Меркурьевич Малышевăн, 2020 çулта кун çути курнă кӗнеки. Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» типографире «Пуç сырман шухăшсем» ятпа пичетленсе тухнăскер самаях сулмаклă: 262 страницăран тăраканскере сăвăсемпе поэмăсем, калавсемпе повеçсем кӗнӗ.

Мӗншӗн икӗ хут ӗçтешӗм терӗм-ха эпӗ А.М.Малышев пирки? Мӗншӗн тесен эпир тӗрлӗ çулсенче иксӗмӗр те Пăвари медицина училищинчен вӗренсе тухнă, тӗрлӗ çӗрте пӗр пекрех пурнăç условийӗсенче тăрăшнă. Пăвари преподавательсем те (нумайăшӗ) пӗрисемех пулнă.
Вăл, манран маларах çуралнăскер, училищӗре те, литература çулӗнче те маларах пынă. Пурнăç шăпи те пире тӗрлӗ çӗре илсе çитернӗ. Инçетри çурçӗр, хӗвелтухăç сиввисене те (45-50 градусченех) тӳснӗ эпир. Çавăн пек сивӗсенче, пурнăç условийӗсенче çирӗпленсен те, Анатолий Малышев пек çыракан пулса çитеймерӗм пек туятăп хама, унăн пултарулăхӗпе паллашнă май. Ун валли тата урăххи, Турă, çутçанталăк пани кирлӗрех пуль çав. Тата хăвăн пултарулăхна анлăлатма тăрăшни, нумай пӗлни…Çак нумай пӗлни, тăрашни палăрать те ӗнтӗ Анатолий Малышев хайлавӗсенче.

Эпӗ çыравçăн пултарулăхӗпе ӗлӗкрех паллашман. Майӗ те пулман. Чăваш Республикинчи хаçат-журналсенче питех курăнман вӗсем. Халь шухăшлатăп та… Мӗншӗн-ши? «Сувар» тата «Канаш» хаçатсенче вуланă-ха. Нумайрах чухне таврапӗлӳçӗ пек пӗлнӗ. Иван Юркин çинчен çырнисем питӗ кăсăклантаратчӗç. Юлашки вăхăтра «Тăван Атăл» журналта пичетленнӗ сăввисен ярăмӗсем ман ума калама çук пултаруллă çыравçа кăларса тăратрӗç. Никама тӗкӗнмесӗр каласан, профессионал текен чылай çыравçăран çӳллӗ шайра тăрать вăл тесе калас килет ун пирки. Çыравçă: поэт, прозаик, тишкерӳçӗ тенисем питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ-çке. Сăвă техники мӗнне пӗлмесӗр область, республика шайӗнчи хаçатсенче, журналсенче пичетленес текенсене: «Анатолий Малышевăн сăввисемпе, повесть-калавӗсемпе паллашăр», – теес килет. Кашни хайлавра мӗншӗн çырни паллă пулмалла-çке. Вӗсем сюжетлă, пӗтӗм пулмалла. Каласа кайни кăна çителӗксӗр кунта.
Область, республика шайӗнче пичетленекен кашни хайлав вулаканшăн, çырма пуçлаканшăн, çыраканшăн вӗренӳ пособийӗ евӗр пулмалла. Ӗмӗр пурăн, ӗмӗр вӗрен теççӗ. Çапла тăвать те нумай çыракан, çав шутра – эпӗ те.
Шалалла кӗрсе кайиччен, вуламан тесе каласран, авторăн пултарулăхне тӗслӗхсемпе çирӗплетесшӗн. Асантăм ӗнтӗ: пӗрре мар «Тăван Атăл» журналта паллашнă унăн хайлавӗсемпе. Халӗ манăн 2021 çулхи 10-мӗш номерте пичетленнӗ «Нарăспилӗх» поэма-эссе çинчен калаçас килет. Ку поэма асăннă кӗнекере çук. Манăн, хам ӗмӗрте пӗр поэма та çырса курманскерӗн, анлă, пӗлтерӗшлӗ хайлавсем çыракансен умӗнче пуçа таяс килет. Таятăп та…
Шупашкар. Кӗнеке-хут пасарӗ.
Мӗн кăна сутăнмасть укçалла.
«Кӗнеке хурчӗ» ятлă хастарăн
Черетре хӗсӗнсе утмалла.

Туянма ӳкӗтлет сар хӗрарăм:
«НАРĂСПИмӗр» – çав тер кăсăкла,
Миттов сăрçă тӗрленӗ кăларăм,
Илсе юлăр, тираж пысăк мар!»
Çапла çырать К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине хăй мӗнле юратни​ пирки А.Малышев. «Кӗнеке хурчӗ» пулнипе çапла пысăк çыравçă пулса тăнă та ӗнтӗ вăл.
Ман аттен аллинчи пулемечӗ
Вăрçăра ним юлмасăр çунсан,
Райсобес кил хуçишӗн тӳлетчӗ
Уйăхне… «чăх кулли» пек укçа.

Çав укçа хӳттинче пурăнатчӗç
Ик хӗрарăм та икӗ ача.
Çăвара карсан вар курăнатчӗ,
Калăн хулăмсăр пушă арча.
Çак сăнарлă (чăн поэзи тесе каланă пулăттăм) йӗркесене вуласан​ хамăн ачалăх куç умне тухса тăчӗ. Тӗрӗс те, аттесӗр юлсан панă пенси укçи «чăх кулли» пекех пулнă-çке.
Çак поэмăранах илнӗ йӗркесем:
Тăранмасть выçă пурнăç çăварӗ.
Хырçăран икӗ тенкӗ юлсан
Куççуль витӗр аннеçӗм каларӗ:
«Хăть пуçна пӗр калпак туянсам…»

Ак, Пăван ал лапки пек пасарӗ.
Пӗр тутар (хуратуп кӗрӗкпе)
Ик тенке йăлăнсан та памарӗ
Хăй çӗленӗ сăран çӗлӗкне.
Куç умне шăнса кӳтнӗ, çӗтӗк çӗлӗклӗ ача тухса тăрать. Куççуль кăларать çак ӳкерчӗк.
Ăшăнас тесе сасăсăр кӗтӗм
Хулари кӗнеке лавккине...
...Сутуçин аллинче кӗнекеччӗ,
Калаçать юрласа ярас пек:
Ак çакна туянсан ӳкӗнместӗн,
Хаклă мар… Хӗрӗх пус…
«Нарăспи».

«Укçуна ан тустар!» – аса килчӗ…
Йăшăлтатрӗç хутсем чăмăрта.
Пуçăмра шухăшсен çавра çилӗ:
Хӗрӗх пус – çур чӳлмек çăмарта,
Хӗрӗх пус – ӗмӗтри ăшă çăкăр,
Хӗрӗх пус – кăпăк пек тăвара,
Хӗрӗх пус… Хырăмра пăкăр-пăкăр.
Каклишрен хăпарать какăр умӗ –
Пӗр хӗлхем астивмен çăвара...
...«Килӗшетӗп… Илетӗп!» – юрларăм,
Пӗр самант та тăмарăм сӗнксе.
«Нарăспилӗх» поэма-эссене пурне те вулама сӗнетӗп. Вăл нумай пулмасть кун çути курнă «Шурăмпуç» журналта та пичетленнӗ.
«Пуç сырман шухăшсем» кӗнеке патне таврăнатăп. Хăйӗн «Манăн пурлăхăм» сăввинче автор çапла çырать:
Кирек мӗне ил суйласа,
Сăмах та каламастăп.
Алçырусемлӗ хутаçа
Анчах парса ямастăп.

Унта ман шухă сăвăсем.
Вӗсем ман чуншăн – пурлăх.
Несӗлӗмсем, мăнукăмсем
Вулаччăр… ӗмӗр урлă.
Тӗрӗсех çырнă поэт. Ӗмӗр урлă вуламалăх та пур унăн еткерлӗхӗ. Хăйӗн ăслă, пултаруллă ывăлне те чăваш классикӗн Константин Ивановăн ятне ахальтен паман пуль. Тăхăрьял çӗрӗ нумай паллă çыравçа кун çути, пултарулăх парнеленӗ… Ак мӗнле çырать Малышев В.Урташ пирки (Урташа палăк уçнă кун) сăвăра:
Синкертен сăвăç куçӗ сӳнсен,
Шухă чунӗ ӳтрен уйрăлса
Хуларан хирсем урлă килсе
Тӗп килне вырнаçать ас пулса.

Тăхăрьял капăр палăк уçать,
Нухратне килсерен пуçтарса.
Сывă чух сум курман сăвăçа
Пӗтӗм халăх иртет пуç тайса.
Çак асамлă, паха çӗр çинче çуралса çын, пултаруллă çыравçă пулнă Анатолий Малышев та.
Акă мӗнле çырать вăл «Хавхаланулăх» ятлă сăвăра:
Поэтсем килеççӗ те каяççӗ,
Ӳстерсе сăмах, чӗлхе вăйне.
Çиçӗм евӗр çаврăм хăвараççӗ.
Хавханулăх – кашнине хăйне.
Çиçӗм евӗр çаврăмсем хăваракан поэтсенчен пӗри Анатолий Малышев.
«Шӳтле хăна юррине» вуласан юрласа ярас килет. Тен, юрлăп та-и?​ Поэзи-и ку? Паллах, поэзи. Чунра ним те хăварман сăвва поэзи тесе калас килмест. Мӗн чухлӗ метафора, эпитет тăкăласан та, чунра ним те юлмасан – сăвăран мӗн усси?
Нумай çырса кайма пулать. Вулăр, паллашăр Анатолий Малышев пултарулăхӗпе. Чӗлхи ансат, сӗтеклӗ… Шухăшӗсем анлă, чӗрене витмелле. Поэзире автор вăйлăрах та пек туйăнать.
«Читлӗхри чăваш» повеçе вуласан хамăн пурнăç, ӗç биографийӗ кинори пек çаврăнчӗç… М.А.Туруновский. Хирурги предметне вӗрентетчӗ вăл. Унăн хӗрӗ М.М Туруновская тата ытти нумай преподавательсем…
Анатолий Малышев тунă, «кровопускание» тетчӗç ăна, процедурăна манăн та тума тивнӗччӗ Кивӗ Шемӗршел больницинче тăрăшнă чух. Унта пирӗн «васкавлă пулăшу» икӗ ура та, икӗ алă тата тӗрӗс шухăшлакан пуç пулнă. Çӗр варринче, урамсенче çутă та пулман, çумăрлă, лачакаллă, çил-тăманлă çанталăкра миçе çухрăма виçмен-ши? Мӗн чухлӗ пылчăк ашман-ши?​ Çак повеçӗн сюжечӗ питӗ интереслӗ…
Вулăр, вулăр «Пуç сырман шухăшсем» кӗнекене! Мӗншӗн «Пуç сырман шухăшсем» тенӗ-ха? Питех те сырăннă пулӗ шухăшӗсем, сюжечӗсем… Ун пек пулмасан, çакăн пек лайах хайлавсем çырăнман пулӗччӗç.
Малтанах каларăм – эпӗ А.Малышев пултарулăхне критик пек тишкерме тӗллев лартман. Манран ун пек ӗçсем çырса пулмасть те пуль. Çырнă та, çырӗç те-ха ун пирки… Ун валли еткерлӗхӗ çителӗклӗ çыравçăн… Эпӗ çак кӗнеке тăрăх Юркка Иванӗн пултарулăхӗпе, паллăрах тапхăрӗсемпе паллашрăм… Уншăн Анатолий Малышева питӗ пысăк тав.
Вулăр, вулăр тӗплӗнрех «Пуç сырман шухăшсем» кӗнекене!
Тиражӗ пысăк мар та, кашни вулакан теприне паллаштарсан аванах пулӗччӗ…

Валентина ТАРАВАТ,
РФ Писательсен союзӗн пайташӗ,
РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ,
ЧР Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ,
Чӗмпӗр облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ.
К.Малышевпа В.Александрова
сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев