Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Спорт

Вӗçне çити вылямалла

Мӗнле-ха капла? «Чупма чарăннипе», – терӗ кӗскен пиртен инçе мар тăракан фланг арбитрӗ. Чăнах та, «ЧНКА» тимлӗхе çухатнипе хăйне гол кӗрттерчӗ. Ывăнса çитни те витӗм кӳчӗ пулӗ кунта, самантсене вӗçне çити выляса пӗтерменни те, кӳрше шанни те, çитес матчсем çинчен шутлани те...

.Иртнӗ вырсарникун «С» дивизионри «ЧНКА» команди Дербышкинчи «Ракета» стадионра «Лайнер Эпп» командăпа тӗл пулчӗ. Çак командăн «кӗçӗн шăллӗ» «С» дивизионра вылять, унăн ячӗ «Лайнер Эпп-2». Пӗлтӗр «ЧНКА» вӗсене 1:0 шутпа çӗнтернӗччӗ. Аслисемпе мӗнле шутпа вылянине курас текенсем икӗ енчен те сахалăн марччӗ. Хăш чухне 18 çын та нумай пек курăнать... «ВКонтактепе» «Инстаграмра» тӳрӗ эфира пăхакансем вара çавăн пекех йышлă.

Çанталăк лайăх, çил çук. Çавăнпа та вăйли çӗнтертӗр!

Пӗтӗмӗшле илсен «ЧНКАн» вăйă статегийӗ улшăнусăр пулнине куртăмăр. Хирӗç вылякансем мечӗкпе флангсенчен те иртеймерӗç, варринче те такăнчӗç. Вӗсене хапхаран самай инçетре чарни Васиков вратарь вырăнне вылякана лăплантарчӗ-тӗр. Çапах та пӗр икӗ хумханмалли самант пулчӗ-пулчех. Вăйлă вӗçекен мечӗкрен хапхан çӳлти шерти вăйлăн янăраса чӗтренсе илни çӳçентерет çав...

Анчах та пирӗннисем те «Лайнер Эпп» командăн аслă çулти хӳтӗлекенӗсенчен иртеймерӗç. Варринчи тапăнура вылякан Егоров хăвăрт мала вирхӗннине кура, ăна иккӗн тан çывăх «тытрӗç». Флангсем час-часах кая юлса контратакăна хускалнипе пирӗн капитана кирлӗ чухне хӗрринчен страхлакан çитеймерӗ. Инçетрен тапнисене вара хирӗç вылякансен голкиперӗ çăмăллăн тытрӗ.

Çапла пӗрремӗш тайм 0:0 шутпах вӗçленчӗ.

Иккӗмӗш таймра «ЧНКА» сылтăм флангри тапăнакана улăштарчӗ. Романов пӗвӗпе те, хăвăртлăхӗпе те ял ачисен командинче нумайăшӗнчен ирттерет. Егоров пасӗ хыççăн вăл мечӗкпе «Лайнер Эпп» хапхаçине хирӗç пӗччене-пӗччен тухсан, Хусанти хӳтӗлекенсем те ăна хăваласа çитеймерӗç. Гол!

Шут 1:0 пулса тăнă хыççăн стадионри хӗрсем «ЧНКА! ЧНКА!» – тесе нумайччен кăшкăрчӗç. Çакă Иккӗмӗш таймăн 18-мӗш минутӗнче пулса иртрӗ. 

Вăйă характерӗ тăрăх «Лайнер Эпп» ывăнни сисӗнчӗ. Çакăн çинчен пăт-пат малалла тапса янисем, тӗлсӗр передачăсем каларӗç. Анчах «ЧНКА» та вӗсен хапхи умӗнче урăх самантсем шырамарӗ. Аслă çулти футболистсен кăна мар, Хусанти тата Çырчаллинчи стройкăсенче тăрăшакан çамрăксен те вăйӗсем пӗтсе пычӗç ахăр. Çăмăл мар çав йывăр ӗç хыççăн футболла выляма. Апла пулсан та «ЧНКА» вăййа «типӗтмерӗ». «Лайнер Эпп» тапăнăвӗсене чарсанах контратакăсем йӗркелеме тăрăшрӗ. Хирӗç вылякансене тренерӗ кăшкăра-кăшкăра малалла хăвалани, сарăлса выляма хушни те пулăшмарӗ ахăр.

Анчах, матч вӗçленсе пынă вăхăтра сасартăк «Лайнер Эпп» тапăнаканӗ, площадка варринчен мечӗке илсе, пирӗн виçӗ футболиста улталаса иртсе кайрӗ те хапхана тӗллесе тапрӗ. Çак кӳренмелле гола хирӗç вылякансем 2-мӗш таймра 3 минута яхăн выляма юлсан кӗртрӗç. 
Мӗнле-ха капла? «Чупма чарăннипе», – терӗ кӗскен пиртен инçе мар тăракан фланг арбитрӗ. Чăнах та, «ЧНКА» тимлӗхе çухатнипе хăйне гол кӗрттерчӗ. Ывăнса çитни те витӗм кӳчӗ пулӗ кунта, самантсене вӗçне çити выляса пӗтерменни те, кӳрше шанни те, çитес матчсем çинчен шутлани те...

Вăйă 1:1 шутпа вӗçленчӗ. Манмалла мар, «С» ушкăнра вăйсăр, çăмăллăн ирттерекен командăсем çук. Тренировкăсемсӗр йывăр пулать.

Пӗр кун маларах çак стадионрах «Сувар» «Сафпласт» командăпа тӗл пулчӗ. Унăн вăййи те 1:1 шутпа вӗçленчӗ. Çитес вăйăсене кӗтетпӗр.(Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев