Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Сăвăсем

ЕНТЕШӖМ, ПЕТӖР ХУСАНКАЙ

Ентешӗм, Петӗр Хусанкай! Чӑвашшӑн çуннӑ эс нумай. Паян та сан сӑввусенче Хӗлхемӗ шутламасть сӳнме.

 

Мӗнпур чунна, мӗнпур ӑсна – 

Йӑлтах тыттарнӑ халӑхна.

Чӑваш ятне çӳлтен çӳле

Пултарнӑ эсӗ çӗклеме.

 

Тӑван чӗлхен пур илемне

Эсех кӑтартнӑ çынсене!

Вулатӑп та сӑввусене

Лекетӗп урӑх тӗнчене:

 

Хӗвел те чӑвашла пӑхать,

Вӑрман та чӑвашла кашлать.

Чӑн чӑвашла янрать чӗлхе,

Чӑн чӑвашла тапать чӗре...

 

Пӗрре тытсан кӗнекине

Тӳрех манатӑн ыттине:

Харкамçӑ вырӑнне пулса,

Пулӑмсене чӑна хурса.

 

Ишетӗн сӑвӑ йӗркипе,

Ӑш-чик тулать туйӑмсемпе,

Путатӑн шухӑша пӗрмай...

Йӑлтах ку– Петӗр Хусанкай!

 

Шутлатӑп эпӗ хӑш чухне:

«Хальхи чӑваш çыннисене

Тӑван чӗлхи те кирлӗ мар,

Йӑли-йӗрки те ним те мар.

 

Юласшӑн мар ыттисенчен,

Ачисемпе мӗн пӗчӗкрен

Чӗлхисене хуçа-хуçа

Пӗрмай пуплеççӗ вырӑсла...»

 

Тен, Хусанкай çакна курать?

Тен, чунӗ кашкӑр пек улать?

Пит тӑрӑх, тен, куççуль шӑвать?

Ӑш-чикӗ вут пекех çунать?

 

Тен, питӗ хытӑ ӗненет?

Чӑваш вӑранасса кӗтет?

Пӗлеймӗп, шел пулин, нихçан

Вӑл мӗн шутлать пире курсан.

 

Çапах пӗлетӗп эп пӗрне–

Упрать Турри чӑвашсене.

Эпир ӳкетпӗр, хӑпаратпӑр...

Эпир çеç пулнӑ, пур, пулатпӑр!

 

Елена КИРИЛЛОВА,

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев