Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Сăвăсем

НИНА АРТЕМЬЕВА 75 ТУЛТАРЧӖ

Пирӗн ентешӗмӗр, Нина Артемьева (Нина Николаевна Мокина), поэтесса тата журналист çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан ӗнер, октябрӗн 20-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ.

1947 çулхи кӗркунне Пӳлер (халӗ Аксу) районне кӗрекен Çӗмӗртлӗ ялӗнче çуралнă ентешӗмӗр. Емелькинăри 8 çул вӗренмелли шкулта пӗлӳ пухнă, колхозра ӗçленӗ. Унтан Çӗмӗртлӗ хӗрӗ Шупашкара çул тытнă. Малтан  пир-авăр комбинатӗнче вăй хунă, рабочи çамрăкӗсен каçхи вăтам шкулӗнче вӗреннӗ. Аслă пӗлӳ илме ӗмӗтленекен харсăр пике Чăваш патшалăх университетне куçăн мар майпа вӗренме кӗрсе ăна ăнăçлă пӗтернӗ. Чăваш Енри паллă журналистпа Александр Мокинпа çемье çавăрса ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ. 

Нина Николаевна 27 çула яхăн Шупашкарта тухса тăнă «Хатӗр пул» (каярах «Çилçунат») журналта шкулпа çамрăксен пайӗн редакторӗнче тăрăшса ӗçленӗ. Астăватăп-ха, иртнӗ ӗмӗрӗн 80–90-мӗш çулӗсенче çак журнала малтанхи страницинчен пуçласа вӗçне çитиех вулаттăм, уйрăмах Нина Мокина çырнисене кăмăллатăм. Каярах хам та журналист профессине суйланинче ентешӗмӗн Нина Николаевнăн та тӳпи пурах тесе шутлатăп, мӗншӗн тесен тăван чӗлхене юратма, пӗлсе усă курма шăпах унăн хайлавӗсене вуласа вӗреннӗ. Шупашкара вӗренме кӗме кайсан журналист профессине суйлама сӗнекен те вăлах пулчӗ. Тавах, хисеплӗ ентешӗм! 

Нина Артемьева – Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ. Трубина Марфи ячӗллӗ преми лауреачӗ. «Пучахсем калаçаççӗ» тата «Хурăнсем кашлаççӗ» кӗнекесен авторӗ. Шупашкарта пурăнать. Ентешӗмӗре малашне те творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Нина АРТЕМЬЕВА

 

ÇУЛÇӲРЕВ

Ту çинчен анатпăр васкамасăр 

Кутамкки пушаннă кашнинех.

Çулçӳрев сукмакӗ питӗ ансăр,

Хыçа юлчӗ ӗнтӗ тин-тинех.

 

Айлăмри кану пӗр-ик сехетлӗх,

Йăванатпăр нӳрӗ çӗр çине.

Ывăнсан та сăн-питсем хӗвеллӗ –  

Кулă илтӗнет çине-çинех.

 

Чим, кӳ! килчӗ ырă-ырă шăршă – 

Хумхатса та пăлхатса чуна.

Çупăрлать антăхтарса 

                                       ачашшăн,

Йыхăрать ачалăха мана.

 

МАТРӲШКЕ

Кӗп-кӗрен чечеклӗ нӳрӗ айлăм – 

Çумăр çунăран лӳшке-лӳшке, 

Турккăсен кӗççе кавирӗ майлă 

Айлăмра ӳсет-мӗн матрӳшке.

 

Уншăн эпир утнă вунă çухрăм 

Ача чух анне-асаннепе.

Чей валли пуçтарнă, тунă çыхă, 

Йăтса килнӗ пӗчӗк çӗклемпе.

 

Тав сана, ытарайми тавралăх, 

Эсӗ маншăн тăнăçлăх палли.

... Такăнса ӳксех чупать ачалăх 

Матрӳшке пухать пек чей валли.

 

ШĂЛЛĂМА

Уран хура тупанӗллӗ ачалăх,

Уйăхсерен тӗлӗкӗме кӗрет.

Тулнах пек пылпала хитре çăкалăх. 

Ман пӗчӗк шăллăм темшӗн-çке йӗрет.

 

Вӗреп хуллен ыратнине илеслӗн, 

Пӳрнийӗ шыçнă, сăхнă-мӗн сăпса. 

«Лăплан, тăванăм, утара çитсессӗн 

Пыл парăп, – тетӗп, – куркапа ăсса».

 

Пыл сăмаха илтсен мӗнле-ха ларăн, 

Чӗлхе кӗтен пылаклăхран писсе.

Сăпса пыл туманне пӗлмест, мăнтарăн,

Куçне шăлать нăшиклетсе илсе.

Çак çут тӗнченӗн пур темле саккунӗ: 

Эс çитӗнсессӗн кайрăн уйрăлса. 

Кашнийӗн хăйӗн çӗрӗ, каçӗ, кунӗ,  

Текех илтеес çук тăван сасса.

 

АСАИЛӲ

Çуркунне атте ларатчӗ, 

Алли ылтăнччӗ сӗре – 

Шакăртма туса паратчӗ 

Шăллăмпа иксӗмӗре.

 

Çăкаран сӗветчӗ пушăт 

Тӗрлӗрен тетте валли.

Çӗн шăхлич е çӗнӗ пушă 

Ӑсталатчӗ ун алли.

 

Сӗтелпе пукан та тунă,

Каткапа пичке кăна 

Кӗлетре ларатчӗç унăн,

Тен, çитетчӗ пуль вунна.

 

Кӗр енне кӗтет комбайн,

Тырă пулнă – вырмалла.

«Карапне» юсанă майлă – 

Уй-хире ун тухмалла.

Хам та пулнă (кам-ха халӗ 

Хаклӗ çамрăк хӗр ӗçне).

Комбайнер пулăшаканӗ 

Вун улттăсенче чухне.

 

КĂВАКАРЧĂН КУÇӖ

Вырăсла ун ячӗ – «Незабудка».  

«Кăвакарчăн куçӗ» пирӗнле. 

Васкамасăр çаран çийӗн ут та 

Шăппăн-шăппăн юрă ӗнӗрле.

 

Ӗнӗрле, чăпар куккук сассиллӗ, 

Шăнкăр шывлă улăхсем çинчен. 

Чăтлăхра-çке кайăк-кӗшӗк килӗ

Юррисем: пӗр хулăн, пӗр çинçен.

 

Улăхсем халь кӗççе пек каюллă – 

Çавасем çитмен ку тӗлелле. 

Лӗпӗшсем вӗлтӗртетеç хăюллăн 

«Кăвакарчăн куçӗ» еннелле.

 

Тăван енӗм, ытарми кӗтесӗм, 

Илемлийӗ урăх çук, пӗлен. 

«Незабудка» ӗнӗрлетӗн эсӗ. 

«Кăвакарчăн куçӗ», – тетӗп эп.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев