«Уйӑх çинчи хӗр» юмах тăрăх фильм ӳкереççӗ
Чăван Енре «Уйӑх çинчи хӗр» фильм ӳкерме пуçланă. Чӑваш фольклорне тӗпе хуракан юмаха чăвашсем ачаранах пӗлеççӗ. Фильм наци элеменчӗсемпе, колоритпа пуян пулӗ, куракана чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе тата пурнăçӗпе паллаштарӗ.