News by tag - Герои СВО
-
Ашшӗпе амăшне ылтăн туй ячӗпе саламлама ывăлӗ ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗ
Леонтьев-аслисем ылтăн туя çемьепе, çывăх тăванӗсемпе паллă тунă кун кӗрекере ывăлӗ Сергей те ларни çав тери савăнтарнă вӗсене. Пӗртен-пӗр ывăлне ыталанинчен пысăкрах парне пулать-ши ашшӗ-амăшӗшӗн кун пек чух? Сергей Леонтьев çав вăхăта шăпах отпуска килнӗ иккен. Икӗ эрне пулнă вăл килте. Кӗске отпускра ял хутлăхӗн, район ертӳçисемпе, ветерансемпе, шкул ачисемпе тӗл пулма ӗлкӗрнӗ. Аксури «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе Владимир Семеновпа, Юрий Степановпа пӗрле тăван шкулӗнче Паттăрлăх урокӗ те ирттернӗ. Нумай пулмасть Сергей Леонтьев каллех Донбаса кайнă. Хальхинче ăна ашшӗ-амăшӗ, мăшăрӗпе ачи кăна мар, пӗтӗм ял, ветерансем, Аксу район, газ службин представителӗсем ăсатма килнӗ. Ӗçтешӗсем салтака чи кирлӗ хатӗрсем туянса панă.
-
Паттăрсене манмастпăр: Пăрăнтăк шкулӗн стени çине Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Иван Сидоров сержантăн асăну хăмине вырнаçтарнă
Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Пăрăнтăк станцийӗн шкулӗн стени çине Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă Иван Олегович Сидоров сержантăн асăну хăмине вырнаçтарчӗç. Пăрăнтăк станцийӗн шкулӗн историйӗнче ырă кăмăллă, çынна хисеплекен, нихăçан та пулăшмасăр иртмен Ванюк Сидоров пек упранӗ вăл. Ял-йыш асӗнче вара шанчăклă ывăл, юлташ, мăшăр, атте пек юлӗ. Ентешӗпе чăнах та мăнаçланмалăх пур станцасен. Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗ кăçал февраль уйăхӗнче Украинăри стратегилле пӗлтерӗшлӗ Гостомель аэродромне илме хутшăннă.