Новости с тегом - коронавирус
-
8 ноября 2020 - 08:30Каварлă ковид: чирленӗ чух илнӗ тест çирӗпленмерӗ, сывалнă хыççăн кăштахран панă анализ вара антителасем пуррине кăтартрӗКӗркунне пуçланнăранпа коронавирус инфекцийӗпе чирленисен шучӗ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Официаллă даннăйсем те çакна çирӗплетеççӗ, анчах цифрăсем уйрăлса тăраççӗ, вӗсем чăн кăтартусенчен темиçе хутчен те пӗчӗкрех пулӗ. Тӗслӗхрен, федерацин оперативлă штабӗн даннăйӗсем тăрăх, Раççейре октябрь вӗçне ковидран 27 пине яхăн çын вилнӗ, Росстат кăтартăвӗсемпе вара 2 хут ытларах: кăçалхи май уйăхӗнчен пуçласа августчен иртнӗ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан тӗрлӗ сăлтава пула 100 пинрен те ытларах çын вилнӗ.
-
20 сентября 2020 - 12:43Ырантан Тутарстанра ача-пăча тата кану центрӗсем ӗçлеме пуçлаççӗЫрантан Тутарстанра ача-пăча вăйă пӳлӗмӗсем, кану центрӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Çакнашкал заведенисенче пулмалли çынсен хисепӗ те ӳсет. Кун пирки калакан постановлени çине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.
-
24 мая 2020 - 07:30Минниханов пандеми вăхăтӗнче ӗçлекен предпринимательсене асăрхаттарчӗТР Президенчӗ власть органӗсемпе предпринимательсене коллективсенче Covid-19 вучахӗ пулса каясран асăрханма хушать
-
17 мая 2020 - 14:57Куç пек кӗтекен вакцина август тӗлне хатӗр пулма пултаратьЕнчен те коронавирус улшăнмасан, ун чух вакцинăна прививкăсен календарьне кӗртме пултарӗç.
-
11 мая 2020 - 08:59Май уявӗсем хыççăн килтен тухма юратьМай уявӗсем хыççăн Тутарстанра электронлă пропусксем пулмаççӗ, урăхла каласан, граждансене урама тухма ӗçрен справка та, СМС-код та кирлӗ мар.
-
10 мая 2020 - 12:25Майăн 12-мӗшӗнчен ача сачӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Тӗрӗс йышăну-ши ку?Ачасене майăн 12-мӗшӗнчен садике справкăпа йышăнаççӗ. Анчах мӗнле справка вăл? Ăна еплерех майпа илмеллине вуласан шухăша каятăн: справкăна поликлиникăран телефонпа шăнкăравласа илмелле! Врач ачана куçăн курмасăрах ашшӗ-амăшӗн сăмахӗсене тӗпе хурса садике кайма справка парать. Мӗнле япала ку? Коронавируспа чирлекенсен хушшинче симптомсăр чирлекенсем нумаййине шута илсен – хăрушă. Шăпăрлансене кунӗпе маскăпа çӳреттерейместӗн, пӗр-пӗринчен 1 метр çурă дистанци тытас правилăна пăхăнма та ăнлантарса çитерейместӗн пуль. Ача садне çӳрекенсем пӗрле выляма юратаççӗ-çке...