News by tag - коронавирус
-
Минниханов пандеми вăхăтӗнче ӗçлекен предпринимательсене асăрхаттарчӗ
ТР Президенчӗ власть органӗсемпе предпринимательсене коллективсенче Covid-19 вучахӗ пулса каясран асăрханма хушать
-
Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тата 76 çын коронавируспа чирленӗ
Çӗнӗ ăнсăртсем пурте чирлӗ çынсенчен ернисем. Çак шутран 20 çынна больницана хунă, 56-шӗ килте сипленет. Чирлекенсенчен ытларах пайӗ – 30-50 çултисем (31 çын), иккӗмӗш вырăнта – 50-60 çултисем (15-ӗн), унтан 60-70 çултисем (14-ăн).
-
Куç пек кӗтекен вакцина август тӗлне хатӗр пулма пултарать
Енчен те коронавирус улшăнмасан, ун чух вакцинăна прививкăсен календарьне кӗртме пултарӗç.
-
Май уявӗсем хыççăн килтен тухма юрать
Май уявӗсем хыççăн Тутарстанра электронлă пропусксем пулмаççӗ, урăхла каласан, граждансене урама тухма ӗçрен справка та, СМС-код та кирлӗ мар.
-
Майăн 12-мӗшӗнчен ача сачӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Тӗрӗс йышăну-ши ку?
Ачасене майăн 12-мӗшӗнчен садике справкăпа йышăнаççӗ. Анчах мӗнле справка вăл? Ăна еплерех майпа илмеллине вуласан шухăша каятăн: справкăна поликлиникăран телефонпа шăнкăравласа илмелле! Врач ачана куçăн курмасăрах ашшӗ-амăшӗн сăмахӗсене тӗпе хурса садике кайма справка парать. Мӗнле япала ку? Коронавируспа чирлекенсен хушшинче симптомсăр чирлекенсем нумаййине шута илсен – хăрушă. Шăпăрлансене кунӗпе маскăпа çӳреттерейместӗн, пӗр-пӗринчен 1 метр çурă дистанци тытас правилăна пăхăнма та ăнлантарса çитерейместӗн пуль. Ача садне çӳрекенсем пӗрле выляма юратаççӗ-çке...
-
Паянхи кун тӗлне тата 85 çын коронавируспа чирленӗ
Паянхи кун тӗлне Тутарстанра тата 85 çын коронавируспа чирленӗ, тесе пӗлтерет республикăри коронавирус енӗпе ӗçлекен оперативлă штаб. Çак шутран 4-шӗ – урăх çӗртен ертсе килни, 81-шӗ чирлӗ çынсемпе хутшăнсан ерни. 38 çынна больницăна вырттарнă, 47-шӗ килте сипленет.
-
Паян республикăра тепӗр çын коронавирусран вилнӗ
Чи нумай чирленисем Хусанта (75), Ешӗлварта -6 çын. Чăвашсем йышлăн пурăнакан районсенче: Пăвара – 3, Нурлатра – 1, Апасра – 3. Çӗпрел, Аксу, Анат Кама районӗсенче паян коронавирус ернисем çук.
-
55 ÇЫН ЧИРЛЕНӖ, 5-ШӖ СЫВАЛНĂ. ХĂÇАН КУ ЦИФРĂСЕМ ВЫРĂНПА ЫЛМАШĂНӖÇ-ШИ?
Чир чăвашсем йышлăн пурăнакан районсенче те сарăлать. Чи пысăк кăтарту паян Элмет районӗнче – 11, Пăва – 4, Теччӗпе Анат Кама –3, Çӗпрел –2, Аксу 1-ер çын чирленӗ.
-
Пулăшу юнашар!
ТР Президенчӗ Р.Минниханов коронавируса пула йӗркеленнӗ эпидемиологи лару-тăрăвӗнче халăха социаллă пулăшу паракан хастарсемпе тӗлпулура вӗсен «Пулăшу юнашар! Помощь рядом» республика юхăмне йӗркелес шухăшне ырланине хыпарлать ТР Президенчӗн пресс-служби.
-
Коронавируспа ачасем чирлеме тытăнчӗç
Республикăра пӗр талăкра 20 ача коронавируспа чирленӗ. Çӗрле тепӗр 5 çыннăн халӗ йывăрланнă.
-
Коронавируспа чирленисем тата 75-ӗн
Апрелӗн 22-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пӗтӗмпе 355 çынра коронавирус тупнă. Вилнисем çук.
-
Талăкра 50 çын. Кун чухлӗн чирлени пулманччӗ-ха
Статистикăна пӗрремӗш хут Алексеевскипе Элмет тата Çӗпрел районӗсем те лекрӗç. Алексеевскинче пурӗ те пӗр çынра кăна вирус тупнă пулсан, Çӗпрелӗнче – 4 таранах.
-
Тутарстанра COVID-19 ытларах çамрăксем чирлеççӗ
Апрелӗн 18-мӗшӗнче республикăра тепӗр 16 çынна COVID-19 ернӗ. Хура списока ӗнерпе паян тата темиçе район кӗчӗ, вӗсем: Тюлячи, Мамадыш, Агрыз,Тукай.
-
Профилактикăна çăмăллатма май çук-ха хальлӗхе
Килте ларма нумайăшне йăлăхтарчӗ пулсан та чăтмах тивет. Мӗншӗн тесен коронавирусăн пикӗ Раççейре, çав шутра Тутарстанра та, çитмен-ха.
-
«Нефис косметикс» больницăсене тасатмалли хатӗрсем парнелет
Продукцие республикăри мӗнпур больницăпа поликлиникăсене çитерӗç. «Нефис косметикс» парни тултарнă пӗрремӗш машинăсем районсемпе хуласене апрелӗн 15-мӗшӗнче каяççӗ.