Тутарстанăн 81 çамрăк çемйи ку çулта çӗнӗ хваттерлӗ пулнă
«2023 çулта республикăн 38 районӗпе хулисенче пурăнакан 81 çамрăк çемье „Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивӗçтересси“ программăпа çурт е хваттер туяннă. 2006 çултанпа вара 8 122 çемье хăйсен пурăнмалли условийӗсене лайăхлатнă. 2024 çулта республикăн 41 районӗнчен пурӗ 84 çамрăк çемье субсиди илме тивӗçлӗ», — тенӗ министр.