News by tag - общество
-
АСĂРХАНĂР, УЛТАЛАÇÇӖ!
Чистай хулинче пурăнакан шкул ачи хăйне улталанине сиссе те юлайман. Телефонри пӗр вăйăпа шутсăр кăсăкланаканскере шулӗксем тӳлевсӗр бонус пама шантарнă. Унăн кун валли амăшӗн банк карттин номерне, телефон çине килекен кода кăна каламалла-мӗн. Хӗр ача килӗшнӗ.
-
Июньте Хусантан самолетсем ытларах вӗçӗç
Июнӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Хусантан Минеральные Водыне, Калининграда, Санкт-Петербургпа Мускава тăтăшрах вӗçме тытăнӗç. Минеральные Водыне эрнере — 7, Калининграда — 6, Санкт-Петербурга — 24, Мускава 8 рейс пуласса хыпарлать kzn.ru сайт.
-
29 çул вулавăшра тăрăшнă Клавдия Кутяшова 84 çул тултарчӗ
Пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 42 çул унăн, çав шутран 32-шне культура сферинче тăрăшнă.
-
Окоп чавнă 12 салтака Теччӗ масарӗсенче пытарнă
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Теччӗ тăрăхӗн таврапӗлӳçисем Ильинское ялӗнче Мирон Наумович Пилиперăн (1900 — 1942) вилтăпри çине палăк лартрӗç
-
Хусанта Пӗтӗм Раççей библиотека конгресӗ иртет
«Библиотека в многополярном мире» Пӗтӗм Раççей конгресӗ Хусанта май уйăхӗн 19-24-мӗшӗсенче пулать. Унта хутшăнмашкăн пӗтӗмпе 1,5 пин специалист заявка янă. Форумра библиотека ӗçӗн мӗнпур енне çутатакан 700 яхăн доклад тăвӗç. Экспертсем Белоруссирен, Индирен, Иранран, Китайран, Кубăран, Сербирен пулассине хыпарлать kzn.ru сайт.
-
Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ Хусана июнӗн 14-мӗшӗнче килет
Турă Амăшӗн Хусан турăшне Хусана июнӗн 14-мӗшӗнче илсе килеççӗ те кунти арçынсен Богородицки мăнастирӗнче (Большая Красная урамӗ, 5-мӗш çурт) вырнаçтараççӗ.
-
Майăн 9-мӗшӗнче Çырчаллинче обществăлла транспорт тӳлевсӗр пулать
Çӗнтерӳ кун Çырчаллинче пурăнакан кашни категорири граждансем автобуспа тата трамвайпа тӳлевсӗрех çӳреме пултараççӗ. Ветерансем тата шыв транспорчӗпе те. Кун çинчен хула мэрӗ Наиль Магдеев пӗлтернӗ.
-
УенФест – 2024 – хутшăнар ăмăртăва
«УенФест» Регионсен хушшинчи йăлана кӗнӗ вăйăсен фестиваль-конкурсне хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнасси малалла пырать
-
Майăн 7-мӗшӗ — Радио кунӗ
Ыран Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра çулсерен иртекен çемье фестивальне йыхравлаççӗ йӗркелӳçӗсем
-
Асра юлмалли тӗлпулу
Иртнӗ эрнере парламент урокӗсен хӳттинче иртнӗ ача-пăча ӳкерчӗкӗсен, эссепе сочиненисен, видеороликсен республика конкурсӗсене пӗтӗмлетрӗç
-
«Афанасьев вулавӗсене» Раççей шайнекăларма шутлаççӗ
Çарăмсанри Çӗнӗ Йӗлмелӗнче чăваш халăх поэтне Порфирий Васильевич Афанасьева халалланă ачасен вулавӗ иртрӗ
-
Тăван чӗлхе ентешсене пуçтарчӗ
Елабуга чăвашӗсем апрелӗн 25-мӗшӗнче пӗрле пухăнса уяв йӗркелерӗç
-
Вӗрентекенӗсем те пултаруллă, ачисем те маттур
Беловкăри пуçламăш шкулта Чăваш чӗлхи кунне чаплăн ирттернӗ
-
МĂНКУН уявӗпе
МĂНКУН уявӗпе Тутарстан Республикин Раисӗ Р.Н. Минниханов саламлать
-
Мăнкуна хатӗрленетӗр-и?
Пӗр тан майсен çуртӗнче» тем те тума вӗрентеççӗ