Новости с тегом - Политика
-
9 января 2022 - 15:39РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пыратьСăмахăн вăйӗ пысăк, унпа пӗлсе усă курмалла. Çынна хавхалантарма та, çапса хуçма та пулать унпа. Политик аллинче вара сăмах чăн-чăн хӗç-пăшал вырăннех пуса тăрать. Унпа чыссăрла усă курнине хамăрах куратпăр. Раççей нихăçан та аггрессорла çӗршыв пулман, анчах чылай ют çӗршыв çак ултавлă шухăша шантама тăрăшать. Çак шухăш тӳрре килнине нумай пулмасть РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу та «Звезда» телеканал хăни пулнă чух çирӗплетнӗ.
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем?Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.
-
5 мая 2020 - 12:22Чи çивӗч ыйтăвăрсене хатӗрлӗрЫйтусем пур-тăк – хатӗрлӗр. Паянхи лару-тăрура çынсен ӗçпе çыхăннă питӗ нумай ыйту пуçтарăнса кайнă. Халăхра тӗрлӗрен шухăш, пăлхану çӳрет. Çакна социаллă сетьсенче аван куратпăр. Влаçсене уççăн критиклени те пур.
-
3 сентября 2019 - 13:44Украинӑра депутатсен тытмаюраманлӑхне пӑрахӑҫланӑКӳршӗ ҫӗршывра халӑх суйланчӑкӗсен никамапӑхӑнманлӑхне ҫука кӑларнине нумайӑшӗ чӑн-чӑн демократипе танлаштарать
-
12 августа 2019 - 20:18Пулас политиксене "тиха" чухне вӗрентеҫҫӗҪамрӑксен парламентӗнче пӗр мандатлисем валли те вырӑн пулать
-
11 июля 2019 - 14:39Кӗркунне суйлав пулатьПрезидент сӑмахӗпе 2012 ҫултанпа 2 хут ытла врачсен ӗҫ укҫи ӳснӗ, педагогсен шалӑвӗ 1,7 хут пысӑкланнӑ