News by tag - Помощь СВО
-
Сунар пăшалне ятарлă çар операцине яма пулать
Пӗлтӗр август уйăхӗнче «Za мирное небо» ыркăмăллăх фончӗ Росгвардипе пӗрле «Передай ружье бойцам СВО» акци пуçланине, акци шайӗнче республикăра пурăнакан 556 çын 668 сунар пăшалне ятарлă çар операцине яма панине, вӗсене 45 çар частьне ăсатнине «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире каласа панă.
-
Тыл çӗнтерӗве çывхартать
Чăнлă районӗнчи Пухтел ялӗнче (Ульяновск облаçӗ) йӗркеленсе кайнă «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнӗ пӗтӗм район халăхне пӗрлештерме пултарнă. Пӗрлехи вăйпа фронтри ентеш-салтаксене май пур таран нумайрах та нумайрах пулăшма тăрăшать. Кăçал август уйăхӗнченпе кăна «Своих не бросаем» ыркăмăллăх концерчӗсем йӗркелесе 1 миллион та 166 пин тенкӗ укçа пухнă. Ку вăл пӗр акци кăна-ха, ытти тата мӗн чухлӗ. Волонтерсен ӗçӗпе пире «Сердечный ZOV» ушкăн кураторӗсенчен пӗри, пирӗн ентеш (Çӗпрел тата Пăва районӗсен мăнукӗ) Алена Валерьевна Спиридонова паллаштарчӗ.
-
Хусанта ятарлă çар операцине пулăшассипе центр уçăлчӗ
Тутарстанра пурăнакансем ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах салтаксене кирлӗ япаласем пуçтарса пама тытăнчӗç. Волонтер ушкăнӗсем, пӗрлешӳсем йӗркеленчӗç. Вӗттинчен пуçласа ватти таран тӳпе кӗртме тăрăшать кӗтнӗ çӗнтерӗве.