News by tag - самарские чуваши
-
Тольяттири Сурхури
Тольяттири Чăваш наципе культура автономийӗ Кивӗ Çӗнӗ çул умӗн хулари Халăхсен Туслăх Çуртӗнче уяв мероприятийӗсем ирттерчӗ. Вӗсене чăвашсен авалхи йăлине Сурхурие тата Самара кӗпӗрнин кунне халалланăччӗ.
-
Самарта та «Сувар» пур
Самарти «Заря» Культура керменӗнче чăваш тумӗллӗ халăх туп-тулли. Пурте, паллах, маскăпа, тӳрех пӗр-пӗрне паллама та çук. Кашни ансамбль пӗрер-икшер сӗтел капăрлатнă, чăннипех – кӗрхи пуянлăх. Ахальтен мар чăвашсем: «Кӗркунне çерçи те пуян», – теççӗ. Унта чăваш апат-çимӗçӗ (хуплу, кукăльсем, чăваш сăри, шăрттан, сӗткенсем тата ытти те), ал ӗçӗсем, чăваш тӗрриллӗ сӗлкӗсем, ал тутрисем, сӗтел çиттисем, ансамбль ӗçне кăтартакан сăнӳкерчӗксем, альбомсем. Эпир те хамăр сӗтеле чăваш пуканисемпе, чăваш тӗррисемпе эрешленӗ япаласемпе илемлетрӗмӗр. Апат-çимӗç те ыттисенчен кая мар: хуплу, тем пысăкăш кукăль, тăварланă пахча çимӗç, çырла компочӗ, килте вӗретсе тунă чăкăт (питӗ килӗшрӗ курма килекенсене, хатӗрлемелли рецептне тăтăшах ыйтрӗç). Пӗр кӗтесре хамăн кӗнекесене, «Тăван Атăл» журнала тата «Сувар» хаçатăн пуххине вырнаçтартăм.
-
Тольятти чăвашӗсем Туслăх кунне хутшăнчӗç
Самар облаçӗнче 157 тӗрлӗ халăх çынни пурăнать, Тольяттире те самаях – 130. Тӗрлӗ наци çыннисем туслă пурăнни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Çак çирӗп пӗрлелӗхре – çӗршывăн хӳтлӗхӗ те хăватлăхӗ. Тӗрлӗ халăхсем пӗр пулни, пӗр-пӗрин культурине,йăли-йӗркине хисеплени чи хаклă вырăнта пулмалла пурнăçра. Самар облаçӗ 2015 çултанпа кашни çулах авăн уйăхӗн иккӗмӗш шăматкунӗнче тӗрлӗ халăхсен Туслăх кунне палăртать. Енчен те малтанхи праçниксем облаçăн тӗп хулинче иртрӗç, анчах кăçалхи улттăмӗш Туслăх кунӗ Тольяттире пулчӗ. Сăлтавӗ те пур, мӗншӗн тесен Тольятти нумай нациллӗ, толерантлă пысăк хула (699 пин те 367 çын пурăнать) тата кăçалхи 2020 çул хулари чи капмар предприяти АВТОВАЗ пӗрремӗш «Жигули» машинине кăларнăранпа 50 çул тултарнине палăртрӗ. Çавăн пиркиех Дмитрий Азаров кӗпӗрнаттăр 2020 çула Самар облаçӗнче Тольятти çулӗ тесе пӗлтернӗччӗ.