Ывӑлӗсене мотоцикл тата мопед илсе панă хӗрарӑмсене суд тӑвӗç
Тутарстанра пурӑнакан икӗ хӗрарӑма ывăлӗсене тунă парнесемшӗн Раççей Уголовнăй Кодексӗн 151.2 статйин 1-мӗш пайӗпе айăплаççӗ. Çул çитмен ачана, унăн пурнӑçӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан транспорт тытса пынăшăн, закона хирӗçле ӗçсем тума явӑçтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшне (саккунлӑ представителӗсене) уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки маннă вӗсем çул çитмен ачисем валли мотоциклпа мопед туяннă чухне. Кун пирки ТР следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.