Ятарлă çар операцине хутшăнакансене – пулăшу
Тутарстанра СВОна хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пур енчен те пулăшу параççӗ. Çав шута федераци тӳлевӗсемпе çăмăллăхӗсене кăна мар, социаллă хӳтлӗхе, медицина реабилитацине тата финанс çирӗплӗхне тивӗçтерекен регионти хушма программăсене те кӗртмелле.