Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Паян Лев Кураков Теччӗ районӗн пуçлăхӗпе тӗл пулмалла

Чăваш Республикин Халăхсен Ассамблейин председателӗ Лев Пантелеймонович Кураков паян официаллă визитпа Теччӗ районне çитмелле. Теччӗ муниципаллă районӗн ертӳçипе Рамис Сайфулловпа тӗлпулса вăл аслă вӗрентекнеӗмӗр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине еплерех уявлассине сӳтсе явӗ. Кăçа Кăнна Кушкинче чăвашсем икӗ хутчен тӗлпулма палăртнă. Шанчăклă çăлкуçсем пӗлтернӗ тăрăх, апрелӗн 25-мӗшӗнче палăк умне...

Чăваш Республикин Халăхсен Ассамблейин председателӗ Лев Пантелеймонович Кураков паян официаллă визитпа Теччӗ районне çитмелле. Теччӗ муниципаллă районӗн ертӳçипе Рамис Сайфулловпа тӗлпулса вăл аслă вӗрентекнеӗмӗр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине еплерех уявлассине сӳтсе явӗ. Кăçа Кăнна Кушкинче чăвашсем икӗ хутчен тӗлпулма палăртнă. Шанчăклă çăлкуçсем пӗлтернӗ тăрăх, апрелӗн 25-мӗшӗнче палăк умне чечек çыххисем хурассипе çыхăннă официаллă мерпориятисем пулӗç. Çăва тухсан Кăнна Кушкине Чăваш Республикинчи мӗн пур район пуçлăхӗ килсе курма палăртнă-мӗн. Хăйсем кăна мар, вӗсем пӗрле районӗнчи чи лайăх фольклор ушкăнне илсе килмелле. Кун пек чухне пысăк юрă-ташă мешехи пуласси паллă. Телее, теччӗсем хăйсем те ку енӗпе маххă памаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев