Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Теччӗ (Тетюшиский)

Ял çине куççульсӗр пăхаймăн

Эпир çак яла кайма тухсан кунӗпе çумăр çурӗ. Çанталăк та Иван Яковлевăн тăван çӗрӗ çинчи лару-тăрушăн хурланнăн туйăнчӗ. Теччӗ районӗнчи паллăран та паллă чăвашлăх сăпки, пирӗн халăхăн мăнаçлăхӗ, районăн тата республикăн чапӗ пулса тăнă чăваш ялне кӗнӗ çӗрти сăртра кӗтсе илекен ампар «скелечӗ» кунта ӗç-пуç аванах пулманни çинчен аякран систерчӗ....

Эпир çак яла кайма тухсан кунӗпе çумăр çурӗ. Çанталăк та Иван Яковлевăн тăван çӗрӗ çинчи лару-тăрушăн хурланнăн туйăнчӗ. Теччӗ районӗнчи паллăран та паллă чăвашлăх сăпки, пирӗн халăхăн мăнаçлăхӗ, районăн тата республикăн чапӗ пулса тăнă чăваш ялне кӗнӗ çӗрти сăртра кӗтсе илекен ампар «скелечӗ» кунта ӗç-пуç аванах пулманни çинчен аякран систерчӗ. Раççейре хуласенчен инçе вырнаçнă ытти пӗчӗк ялсем пекех Кăнна Кушки те, шел пулин те, пӗтсе пырать. Ун çинчен çутта кăларакана çуралнă тата вилнӗ кунӗсем çывхарнă чух кăна аса илни те чăвашсене илем кӳрсех каймасть, паллах. Ку вăл чи малтан эпир аслă вӗрентекенӗмӗре мар, хамăра хамăр аслă халăх пек йышăнса хисеплеменнипе пулса иртет пулмалла.

Çынсем йышлă пухăннине Кăнна Кушкинче патриарх юбилейӗсенче тата Çимӗкре кăна курма пулать. Ытти чухне çак çăтмах кӗтесӗ шăв-шавпа тулмасть, тулаймасть те. 117 çуртра 222 çын пурăнать. Ку вăл пропис­кăпа кăна-ха. Капла çурри кăна. Бюджет тытăмне вырнаçайман вăйпитти çынсем пурте хуланалла кайса пӗтнӗ. Тулли мар вăтам шкул ача çуккипе аран-аран тытăнса тăрать.

Учительсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине уявланă хыççăн ку шкула хупаççӗ тесе шутлаççӗ. 12 ачана 10 педагог вӗрентет. Тăкаксене пур çӗрте те чакарнă вăхăтра министр алли Кăнна Кушки шкулӗ çине çӗкленмест тесе шутлани кăлăхах-тăр. Пур çӗрте те оптимизаци пырать. Çавăнпа та чăваш чӗлхи пӳлӗмӗнчи маччаран тумлакан шыва чарма васкакансем çук-тăр та. Шкул тăррин каштисем çӗрнӗ. Директор пăшăрханăвне ăнланма пулать. Ун хыçӗнче коллектив, темиçе çулхи çитӗнӳсем, ятлă педагогсем тата ытти те. Анчах, Шупашкартан килнӗ пӗр водитель калашле, «таçти шăтăкра» ларакан илемлӗ ял хальлӗхе туризм центрӗ те, ял-хуçалăхне аталантаракан производствăллă вырăн та, ЧНКА колхозӗ те, ача-пăча лагерӗ те пулаймарӗ. Николай Угаслов, Володар Тимофеев, Владимир Бачков тата ытти хастарсем тăрăшнипе 2008 çулта ялта И.Я. Яковлев бюстне лартни те, 2013 çулта часавайпа паллă çынсен стеллине туни те, 2014 çулта шкулта чăваш ачисен лагерьне йӗркелени те Кăнна Кушкине пурнăç кӗртес ӗçе вырăнтан хускатаймарӗç. Тирпейленӗ çăлри шывăн тути те начарланнă, хăямат. Чиновника тухнă хăш-пӗр çынсен популизмла лозунгӗсем кунти сăрт тăрринчи ампар никӗсӗ пекех çӗрсе ишӗлнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Экономика никӗсӗ çирӗп пулмасан, çын хăйне ӗçлесе пурăнмалли урăх вырăн шырать. Кунта Америка уçмалла мар. Малаллин сценарийӗ паллă: кризис, укçа çук, тӳсӗр, чипер...

Вилнӗ вӗллерен пыл илейместӗн тесе чăвашсем ахальтен каламан. Çак тăрăх çӗкленӗвне Кăнна Кушки ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Гаврилов та ӗненсех каймасть. Ун сăма­хӗсемпе, вăйпитти çынсене хула туртса илнӗ, ӗç пулмасан вӗсене яла тавăрма çук, хуть чиркӳ туса ларт. Çӗрсене сухаласа акакан, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен агробизнес та çын шутне чакаракан механизацие ӗçе кӗртсе пырать.

Çавăнпа та хальлӗхе Шупашкар тăрăхӗнчи çынсем кунти палăк умӗнче сăн ӳкерӗнме тата музейри лайăх экскурсие итлеме çеç килкелеççӗ. Ял хутлăхӗ тăрăшсан вӗсене ӗçтерсе-çитерсе яраççӗ, чăваш чӗлхи вӗрентекенӗн Анатолий Байдеряковăн кăмăлӗ пулсан, вăл Иван Яковлев çинчен тунă видеофильма мӗнлерех ӳкерни çинчен каласа парать. Тата часавайра çурта лартма май пур. Çавăнпа пӗтрӗ те Кăнна Кушки.

Унăн шăпи çӗршыври ытти пӗчӗк ялсеннинчен уйрăлса тăмасть. Кунта пире çутта кăлараканăмăр çуралнипе эпир çак хыпара хумханса тата хурланса йышăнатпăр. Чӗре ыратать те, мӗн тăвăн?..

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев