Сувар

Клубпа шкул çӗнелчӗç

Кăçалхи хӗлпе çуркунне Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗшӗн хӗрӳ пулчӗç. Президент программисемпе Культура çуртне тата вăтам шкула тӗпрен юсарӗç. 40 çулти шкулăн тăррине витсе чӳречисене улăштарнă, стенисене тикӗслесе сăрланă, тултан тӗрлӗ тӗслӗ шăвăçпа сапланă. Шкулта ача сачӗ валли те вырăнсем тунă. Вӗренекенӗсем нумаях мар, 37 кăна. Кăçал пӗрремӗш класа 3 ача...

Кăçалхи хӗлпе çуркунне Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗшӗн хӗрӳ пулчӗç. Президент программисемпе Культура çуртне тата вăтам шкула тӗпрен юсарӗç. 40 çулти шкулăн тăррине витсе чӳречисене улăштарнă, стенисене тикӗслесе сăрланă, тултан тӗрлӗ тӗслӗ шăвăçпа сапланă. Шкулта ача сачӗ валли те вырăнсем тунă. Вӗренекенӗсем нумаях мар, 37 кăна. Кăçал пӗрремӗш класа 3 ача каять. Апла пулин те вăтам шкул статусне хальлӗхе вăл сыхласа хăварнă-ха. Пӗлӳ шайӗ пысăк кунта.

Юсав ирттернӗ шкулпа клуба çӗнӗрен уçма Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов, Республика Правительствинчи Теччӗ районӗн кураторӗ, ТР юстици министрӗ Лариса Глухова, ТР Патшалăх Каншӗн депутачӗ Ольга Павлова, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов килсе çитрӗç.

Ильдар Гильмутдинов хăй те шкул директорӗ пулса ӗçленӗ çын, вăл ачасемпе педагогсене, пухăннă çынсене тăван чӗлхене упрама чӗнсе каларӗ. Вăл халăхшăн тӗнел вырăнӗнче. Ольга Павлова вăйлă чăваш спортсменӗсене пӗлни çинчен каларӗ. Çитӗнӳсем тăвас тесен ачаранах спортпа туслашма сӗнчӗ. Лариса Глухова чăваш ташшисене кăмăллать иккен.

Çӗнелнӗ Культура çуртне курса çаврăнсан депутатасем халăхпа тӗлпулу ирттерчӗç. Унта хăйсен программисемпе паллаштарчӗç, çынсен сӗнӗвӗсене итлерӗç. Ильдар Гильмутдинов çынсем хăйсен вăйӗпе çулсене чул сарнине ырлар. Унăн сăмахӗпе, халăх пухнă пӗр тенкӗ çумне патшалăх 4 тенкӗ паракан программа тата пӗр çула кăна тăсăлать. Çавăнпа та ял пурнăçӗнчи пӗлтерӗшлӗ нимелле ӗçсене вӗçлеме васкамалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: