Сувар

Кӗркунне – кăмпа вăхăчӗ, анчах...

Кӗркунне çутçанталăкăн чи илемлӗ тапхăрӗ тата, паллах, кăмпа вăхăчӗ. Опытлă кăмпаçăсем пулăçсенчен нимӗнпех те уйрăлса тăмаççӗ пулас, вӗсем те, кусем те çутçанталăка юратаççӗ, пӗрремӗшӗсем кăмпа пуçтарса киленеççӗ пулсан, теприсене пулă «сунарӗ» килӗшет. Асăрхануллăха çухатсан иккӗшин «ӗçӗ» те теветкеллӗ. Пулăçсем шывра путма пултарсан, кăмпаçăсем вăрманта çухалса каяççӗ. Ун пек пулăмсем кăмпа...

Кӗркунне çутçанталăкăн чи илемлӗ тапхăрӗ тата, паллах, кăмпа вăхăчӗ. Опытлă кăмпаçăсем пулăçсенчен нимӗнпех те уйрăлса тăмаççӗ пулас, вӗсем те, кусем те çутçанталăка юратаççӗ, пӗрремӗшӗсем кăмпа пуçтарса киленеççӗ пулсан, теприсене пулă «сунарӗ» килӗшет. Асăрхануллăха çухатсан иккӗшин «ӗçӗ» те теветкеллӗ. Пулăçсем шывра путма пултарсан, кăмпаçăсем вăрманта çухалса каяççӗ. Ун пек пулăмсем кăмпа сезонӗ пуçланнăранпа Тутарстанра пайтах пулчӗ ӗнтӗ, МЧС сотрудникӗсем кăмпаçăсене икӗ талăка яхăн шырани те пулнă. Кăмпа юратакансен тепӗр инкекӗ - ăнсăртран наркăмăшланасси. Тутарстанра çумăрсем çунă хыççăн кăмпапа наркăмăшланакансен шучӗ ӳснине палăртаççӗ. Хусанти 7-мӗш номерлӗ клиника больницинче ӗçлекен реаниматолог тухтăр Алия Насибуллина сăмахӗсемпе, ТР Токсикологи центрне кунсерен кăмпапа наркăмăшланнă пӗр-икӗ çынна илсе килеççӗ. Сентябрь пуçламăшӗнчен кунта 20 çын пулнă, 12-шне больницăна выртма хунă. Тухтăр каланă тăрăх, ытларах тунката тата масла кăмпипе наркăмăшланнисене илсе килеççӗ. Сăлтавӗ - кăмпасене çителӗклӗ вӗретсе тирпейлеменнинче, пӗлмесӗр хатӗрленинче. Телее, наркăмăшланса вилекенсем хальлӗхе пулман-ха. Иртнӗ çул тислӗк кăмпине яка кăмпапа пăтраштарса икӗ çын вилнӗ. Кăмпапа наркăмăшланнине кăмăл пăтранма пуçланинчен, пуç çаврăннинчен, хăстарнинчен е варвитти тытăннинчен, хал пӗтнинчен пӗлме пулать. Ку чухне çийӗнчех васкавлă пулăшу чӗнтермелле. Кăмпапа наркăмăшланнисем больницăра вăтамран 3-4 кун выртаççӗ. Кăмпа çисе аптранисен организмӗ шыв нумай çухатать, çавăнпа чирлӗ çынна килте сиплеме ан та шутлăр. Наркăмăшлансан пуринчен ытла пӗвер аптрать, кунта ятарлă терапи кирлӗ. Çавăнпа хăвăр е çывăх çыннăрсем наркăмăшлансан тӳрех тухтăрсене чӗнтермелле.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: